Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
1 Ноябрӗн 2023, 10:37

Кистенлĕсем палас тĕртме вĕреннĕ

Хальхи вӑхӑтра килте алӑпа тĕртнĕ илемлӗ палассем пурри, вӗсене праҫниксенче, ҫемье уявĕсенче, туй вӑхӑтӗнче сарни, ҫакни — питӗ те хальхи вӑхӑтла.

Кистенлĕсем палас тĕртме вĕреннĕ
Кистенлĕсем палас тĕртме вĕреннĕ

Хальхи вӑхӑтра килте алӑпа тĕртнĕ илемлӗ палассем пурри, вӗсене праҫниксенче, ҫемье уявĕсенче, туй вӑхӑтӗнче сарни, ҫакни — питӗ те хальхи вӑхӑтла. Кистенлĕри Культура çуртĕнче "Ылтӑн ҫип" мастер-класра Светлана Васильевна ӑстаҫӑ ремесла мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен, чӑваш паласӗн тӗррисем мӗне пӗлтерни ҫинчен тата ҫӗнӗ тӗрӗсем мӗнле тума май пурри ҫинчен, тӗрлӗ тӗслӗ йӗрсем суйласа илсе вӗсене производство йӗркипе вырнаҫтарни ҫинчен каласа панă. Ҫавӑн пекех вӑл эксклюзивлӑ модельсем тума темиçе май пурри ҫинчен каласа панă. Мастер-класа хутшӑнакансем паласа пĕршер, икшер йӗр тӗртме хӑтланса пӑхнӑ. Мероприяти усӑллӑ иртнӗ.

#Пушкинская_карта
#Мастр_класс_ковроткачество
#Кистенли_Богдановский_СДК

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club203777291

 

 

Кистенлĕсем палас тĕртме вĕреннĕ
Кистенлĕсем палас тĕртме вĕреннĕ
Кистенлĕсем палас тĕртме вĕреннĕ
Кистенлĕсем палас тĕртме вĕреннĕ
Кистенлĕсем палас тĕртме вĕреннĕ
Кистенлĕсем палас тĕртме вĕреннĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: