Çирĕклĕ ял клубӗнче "Раҫҫей халӑхӗсен вӑййисем" ачасем валли вӑйӑ программи иртнӗ. Программа пуҫламӑшӗнче хутшӑнакансем Раҫҫей территорийӗнче мӗнле халӑхсем пурӑнни ҫинчен ертÿçĕн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Вӗсем пурте питӗ туслӑ пурӑннине, хӑйсен йӑлисене пӑхӑннине, ыттисен культурине хисепленине палӑртнă. Малалла ачасене Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхсен вӑййисене вырӑс халӑхӗн "Ҫӗрӗ", "Упа çăтлăхра", "Каната туртасси", пушкӑрт халӑхӗн "Курай" тата "Юрта", чӑваш халӑхĕн "Йӗп, ҫип, ҫыхӑ" тата "Хӗвел тата уйӑх" выляма сӗннӗ. Ачасенчен чылайӑшӗ ку вăйăсене пӗрремӗш хут вылянă, ҫавна пула программа савӑнӑҫлӑ та интереслӗ кӑна мар, ӑнлануллӑ та пулса тухнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.