Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Культура
5 Ноябрӗн 2023, 12:48

Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ

Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн уяв мероприятийӗ иртнӗ.

Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче эпир, Раççей ҫыннисем, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак кун Раҫҫей халӑхӗн историлле ӑслӑлӑхӗн, Раҫҫей никама пӑхӑнманлӑхӗн, патшалӑхӑн тата пурнӑҫӑн символӗ. Эпир хамӑр ҫӗршывпа, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе тата ҫĕнтерĕвĕсемпе тивӗҫлипе мăнаçланатпӑр, унӑн пуласлӑхне шанатпӑр.
Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн уяв мероприятийӗ иртнӗ. Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов, Киров ячĕллĕ СХПК председателӗ Александр Тихонов, Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен канаш исполкомӗн членӗ Олег Рузаков, ял старости Галина Скоробогатова саламлӑ сӑмахсем тухса каланă. Тухса калакансем палӑртнӑ тӑрӑх, халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче эпир Раҫҫей ҫыннисем - пӗрлӗхлӗ те хӑватлӑ халӑх, тӗрлӗ йӑла-йӗркепе пуян, пирӗн Тӑван çӗршывшӑн, унӑн мухтавлӑ историйӗшӗн мӑнаҫланнипе пӗрлешнӗ.
Уяв концерчӗн программине "Берегиня" вокал коллективӗ, "Тӑванлӑх" халӑх фольклор ансамблӗ юрлани кӗнӗ. Концерт номерӗсене патриотизм, тӑван ҫӗршыва юратнин чун-хавалӗпе уҫса панӑ. "Россия" ятлă юлашки юрра итлесе сцена ҫине концерта хутшӑнакансем пурте тухнă, куракансен ӑшшăн алӑ ҫупни нумайччен чарӑнман. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ҫинчен презентацие пӑхса, историе ҫул ҫӳренĕ.
Ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансене халалланӑ мероприяти блокне куракансем уйрӑмах ӑшшӑн йышӑннă. Кадрсенче - СВОна хутшӑнакан ачасем. Хальхи ӑрӑва пирӗн асаттесемпе кукаçейсен паттӑрла ӗҫӗсене тепӗр хут тума пӳрнӗ. Ҫӗнтерӳпе хӑвӑртрах таврӑнма сунса, ҫак каҫхине нумай сӑмах янӑранă.

Хаклӑ ял ҫыннисем! Сире уяв ячӗпе пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр, пур ҫӗрте те мирлӗ тӳпе, сывлӑх тата ырлӑх сунатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://ok.ru/group/54151801667774/topic/155355628921790

 

 

Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Раҫҫей вӑйĕ - халӑх пӗрлӗхӗнче" тематика каҫӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: