Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
7 Ноябрӗн 2023, 11:37

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ

Кирек мӗнле мероприяти те хутшӑнакансен активлӑхӗнчен килет: пухӑннисем пурте именчӗклӗхе, хӑюсӑрлӑха, вӑтанчӑклӑха ҫӗнтернĕ.

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ

Кӗркунне! Тӗлӗнмелле сӑмах! Унран ачаш хурлӑх, салхулăх шӑрши кӗрет. Ку ҫулталӑкри чи илемлӗ вӑхӑт. Кӗркуннене эпир уй-хирсемпе садсен уҫӑ кӑмӑлӗшӗн, янкӑр уяр кунсемшӗн, сенкер-сенкер тӳпен ҫӑлкуҫ сулхӑнӗпе ҫӑвӑннӑшӑн, ылтӑн та хӗрлӗ сӑрӑпа ҫырнӑ вӑрмансен илемӗшӗн юрататпӑр. Кӗркунне — ҫулҫӑсем ҫаврӑннӑ вӑхӑт. Тӗлӗнмелле ташӑра ҫаврӑнаҫҫӗ. Ахальтен мар ҫак кӗрхи вӑхӑтра кӗрхи бал ирттерме йышӑннӑ.

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта "Кӗрхи бал" уяв йӗркелесе ирттернӗ, вӑл ачасене хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма панӑ. Каҫ программи тӗрлӗ конкурссемпе вӑйӑсенчен тăнă. Мӗнпур отрядсенчи "Кӗр Мистерӗсемпе Мисĕсене" хăйсене актерсем, художниксем, юрӑҫсем, ташӑҫăсем тата ыттисем пулма сӗннӗ. Жюри умне кӗрхи хӑйне евӗрлӗ костюмсем тӑратнӑ, ачасем хӑйсен фантазине тата ӗҫченлӗхне кӑтартнӑ. Мероприяти вӗҫӗнче жюри членӗсем пӗтӗмлетӳсем тунă. Вӗренекенсемпе учительсем уявпа кӑмӑллӑ пулнă. Кирек мӗнле мероприяти те хутшӑнакансен активлӑхӗнчен килет: пухӑннисем пурте именчӗклӗхе, хӑюсӑрлӑха, вӑтанчӑклӑха ҫӗнтернĕ...

Пукан ҫинче ларман, ыттисем хыçне пытанман, конкурссене хутшӑннӑ, ташланӑ хутшӑнакансене интереслĕ те савăнăçлă пулнă — ун пеккисем нумайрах пулнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210652587

 

 

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Кĕрхи бал» иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: