Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
7 Ноябрӗн 2023, 11:31

Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа" пӗрлешӗвӗн ӗҫĕсен куравӗ иртнĕ

Ҫапла, тумламӑн-тумламӑн, ачасене пирӗн Аслӑ ҫӗршыври халӑхсен культурипе кӑсӑклантараççĕ.

Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа" пӗрлешӗвӗн ӗҫĕсен куравӗ иртнĕ
Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа" пӗрлешӗвӗн ӗҫĕсен куравӗ иртнĕ

"Туслăх орнаменчӗ" — Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа" пӗрлешӗвӗнче вӗренекенсен ӗҫĕсен куравӗ.

Халӑх костюмӗсен элеменчӗсем, эрешсем, наци тумӗ тӑхӑннӑ пуканесем — ҫаксем пурте уйӑх хушшинче ачасене илӗртнӗ. Эрешсене мӗнле ят пани, кам тата мӗнле сӑлтавпа тӑхӑнса ҫӳрени кашнинех кӑсӑклантарать.

Курав темипе пулса иртнӗ тӗлӗнмелле историсене ушкӑнсенче хӗрӳллӗн сӳтсе явнӑ, тӗлӗнтернӗ. Тӗслӗхрен, пӗр занятинче хӗрачасене эрешсем ҫакса ҫӳреме миҫе ҫултан ирӗк панӑ? - тесе ыйту панӑ. Вариантсем тӗрлӗрен пулнӑ, хуравĕ пурне те тӗлӗнтернӗ. Ҫамрӑк пикесем, кама та пулин ҫивӗтлеме тата ҫӳҫне хӑй тӗллӗн майлаштарма вӗренсе ҫитсенех, эрешсем ҫакса ҫӳреме пултарнă.

Ҫапла, тумламӑн-тумламӑн, ачасене пирӗн Аслӑ ҫӗршыври халӑхсен культурипе кӑсӑклантараççĕ. Интересӗ пур пулсан, хисеплени те, пӗрлӗх те пулать!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public144264663

 

Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа" пӗрлешӗвӗн ӗҫĕсен куравӗ иртнĕ
Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа" пӗрлешӗвӗн ӗҫĕсен куравӗ иртнĕ
Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа" пӗрлешӗвӗн ӗҫĕсен куравӗ иртнĕ
Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа" пӗрлешӗвӗн ӗҫĕсен куравӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: