Ноябрӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫейре Хĕл Мучи çуралнӑ куна, ҫӗршывӑн тӗп асамҫин, пурне те - ачасене те, аслисене те - савӑнӑҫ кӳрекенĕн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӗл Мучи çуралнӑ кун - тӗлӗнмелле уяв. Ҫак кун пурне те парне паракана, ырӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлакан ҫынна саламлаҫҫӗ.
Ҫак чаплӑ кун Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн "АБВГДЕЙКА" тата "Любознайки" хутăш аслӑ ушкӑнӗнче Хӗл Мучи Ҫуралнӑ куна халалланӑ уяв ирттернĕ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче ачасене Хӗл Мучи сӑнарӗн историйӗпе паллаштарнă. Уяв малалла савӑнӑҫлӑ вӑйӑсемпе: "Юр ачине пух", "Пингвинсем", "Юр пĕрчине куҫар" тӑсӑлнă, ачасем хаваслансах сӑвӑсем вуланă, юмахсен тупсăмĕсене тупнă, именинник валли "Каравай" юрланă, хӑйсен сӗнӗвӗсене каланă, паллах ĕнтӗ, Хĕл Мучи валли парнесем хатӗрленĕ. Уяв вӗҫӗнче ачасем Мучине ача садне Çӗнӗ çул уявне чӗннӗ. Ачасем савӑнмаллипех савӑннă. Ҫак кун ачасене тӗлӗнтермӗшпе ырра тепӗр хут ӗненме ирӗк панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771