Кӗрхи тӗп чӑваш уявӗн атмосферине туллин кӗрсе ÿкме, йӑлана кӗнӗ кухня апат-ҫимӗҫӗпе киленме, халӑх юррисене итлеме - ҫаксем пурте "Кĕр сăри" уявӗнче пулса иртнĕ мероприятисем. Кӗрхи сăран календарьпе йӑла уявӗ тырпул пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн мӗн авалтан иртет. Авалхи йӑлапа уяв кунӗнче ҫӗнӗ тырӑ çăнăхĕнчен ҫӑкӑр пӗҫереççĕ, урпаран сăра тăваççĕ, хӑнасене сывлӑх сунса тата тав туса хӑналаççĕ: "Тав сана!"
Уява хутшӑнакансем пуян сӗтелсем хатӗрленĕ. Хӑнасен умне шăрттан (чӑваш кӑлпасси изделийӗ), чăкăт (тӑпӑрчӑ кӗвекки), хуплу, икерчӗ, кукар яшки тата ыттине те лартнă, сӑмахран, тарават хушăлкасен сӗтелĕ ҫинче 33 ятлă апат, кистенлĕсен 25 ятлă апат лартнăччĕ. Сăйлава пӗр курка сăраран пуҫларĕç. Хӑнасене умлӑн-хыҫлӑн виҫӗ сыпкӑм ӗҫме сӗнчĕç - йӑла ҫапла хушать.
"Чӑваш сăрине ӑсталас енӗпе чи лайӑх ӑстаҫӑ" конкурса вунӑ ӑстаҫӑ хутшăнчĕ. Акӑ вӗсем, чӑваш сăрин ӑстисем - Лариса Николаевна Васильева ("Солнышко" ача сачӗ — Пăслăкри К. Иванов ячĕллĕ вӑтам шкул филиалӗ), Тамара Михайловна Андреева (Çирĕклĕри ял клубĕ), Любовь Витальевна Андреева (Кистенлĕри культура çурчĕ), Ирина Леонидовна Иванова ("Асанне арчи" Ситекри наци культура центрӗ), Лидия Васильевна Яробаева (Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕ), Татьяна Петровна Райко (Хушăлкари культура çурчĕ), Клавдия Алексеевна Егорова ( Пишпÿлекри Культура керменĕн "Мерчен" халӑх фольклор ансамблӗ), Елена Владимировна Иванова (Ситекри культура çурчĕ), Наталья Андреевна Плотникова (Ситекпуçĕнчи культура çурчĕ), Лариса Леонидовна Еремеева (Ăхпуçĕнчи ял библиотеки).
Жюри йышӑннипе пăслăксен сӗтелне презентацилесси I степеньлӗ Диплома тивӗҫнĕ, вара вӗсем "Тараватлӑх мастерӗсем" пулса тӑнă. Клавдия Егорована чӑваш сăрине тăвакан чи лайӑх ӑстаҫӑ тесе йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑна Татьяна Райко хатӗрленӗ шӗвек йышӑннӑ.
— Кун пек уява хутшӑнакансем чӑн-чӑн геройсем, - тет мероприяти хӑнисенчен пӗри. — Тӗрлӗ ялсенчен килнĕ, чаплӑ, пуян сӗтелсем хатӗрленĕ, пурне те ҫав тери илемлӗн майлаштарса лартнă, хӑнасене калама ҫук кӑмӑллӑ кӗтсе илеççĕ тата мӗнле юрлаҫҫӗ! Шел, куракансем сахалрах.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Галина Варикова.