

2023 ҫулхи ноябрӗн 23-мӗшӗнче ачасен писателӗ Николай Николаевич Носов çуралнăранпа 115 ҫул тулать, вăл хаваслӑ калавсемпе повеҫсен авторӗ, ҫав шутра Цветочный хулинчи Незнайкӑпа унӑн пĕчĕк тусӗсем мӗн-мӗн курни ҫинчен калакан приключенисем ҫинчен.
"Умка" ача садӗнчи литература гостинӑйӗ ҫак юбилей кунне хавасланса кӗтсе илнӗ. Николай Носовӑн геройӗпе - ашкӑнчӑк Незнайкӑпа (районти ача-пӑча библиотекин сотрудникӗ Г. Ф. Ахметова) тӗл пулни ачасемшӗн кӑмӑллӑ сюрприз пулса тӑнă.
Незнайка ачасене писателӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнă, "Чӗрӗ шлепке" калава вуласа панă, ачасемпе "Хӑяр", "Солнечный хула" тата "Чӗрӗ шлепке" савӑнӑҫлӑ хускануллă вăйăсем вылянă.
Ачасем питӗ нумай эмоцисем илнĕ, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле библиотекӑна пыма шантарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282