Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
28 Ноябрӗн 2023, 05:56

Владимир Путин Анна Шатилова диктора 85 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă

#владимирпутин

Владимир Путин Анна Шатилова диктора 85 ҫул тултарнӑ ятпа саламланăВладимир Путин Анна Шатилова диктора 85 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă
Владимир Путин Анна Шатилова диктора 85 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă

#владимирпутин

РФ Президенчӗ Владимир Путин РСФСР халӑх артисткине, Анна Шатилова диктора 85 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă, вăл наци диктор шкулне йӗркелес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палăртса.

Патшалӑх пуҫлӑхӗ Шатилова хамар çĕршыври телекурав легенди тесе тивӗҫлипе шутланине палӑртнӑ.

"Творчество ҫулӗнче эсир наци диктор шкулӗн чаплӑ традицийӗсене йӗркелес тата ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ, ӗҫтешсене тата куракансен темиҫе ӑрӑвӗн юратӑвне пысӑка хурса хакланӑ", - тенӗ Кремль сайчӗ ҫинче пичетленнӗ саламлӑ телеграммӑра.

Президент диктора сывлӑх тата ҫитӗнӳсем суннă.

Анна Шатилова ноябрӗн 26-мӗшӗнче Мускав облаҫӗнчи Шихово ялӗнче ҫуралнӑ. 1962 ҫулта ӑна ССР союзӗн Тӗп телекуравне йышӑннă, унта Шатилова нумай ҫул тăршшĕ совет телекуравӗн сӑн-сӑпачӗ пулнă.

Халӗ те Шатилова телевиденинче дикторта ӗҫлет, тӗрлӗ телепрограммӑсемпе ток-шоу хӑни е эксперчĕ пулса тухать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/72812/photos/73676

https://radiosputnik.ru/20231126/shatilova-1911915654.html

 

Владимир Путин Анна Шатилова диктора 85 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă
Владимир Путин Анна Шатилова диктора 85 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас