Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
29 Ноябрӗн 2023, 12:05

Ҫумӑрта та, шӑрӑхра та чӗрӗ музыка парнелет

Пишпÿлекри Ача-пӑча искусствисен шкулӗн духовой оркестрӗ халӑха каллех савӑнтарать.

Ҫумӑрта та, шӑрӑхра та чӗрӗ музыка парнелет
Ҫумӑрта та, шӑрӑхра та чӗрӗ музыка парнелет

Пишпÿлекри Ача-пӑча искусствисен шкулӗн духовой оркестрӗ халӑха каллех савӑнтарать.

Духовой оркестр пирӗн вӑхӑтра — тӗлӗнмелле япала, ӑна йĕркелеме пуҫарни те ӑнӑҫлӑ пек туйӑнать. Труба, баритон, альт, параппан тата ытти — вĕрсе каламалли инструментсем. Вӗсемпе вылянӑ май тӗлӗнмелле кĕвĕ — янӑравлӑ, хӑватлӑ та уяври пек музыка ҫуралать.

Раиль Рустамович Едиханов — вĕрсе каламалли тата ударлӑ инструментсен класӗн преподавателĕ, талантлӑ музыкант, хӑйӗн пурнӑҫӗн ӗҫӗпе ҫынсене музыкӑна итлеме, ӑнланма, ӑна ҫырма, музыка пултарулӑхне вӗрентме савӑнӑҫ парнелеме суйласа илнӗскер. Вӑл Пишпÿлекри Ача-пӑча искусствисен шкулӗнче духовой оркестр тепĕр хут чĕртсе йӗркеленӗ.

— Эпир виҫӗ ҫул каялла, 2020 ҫулта вӗренме пуҫларӑмӑр. Сентябрьте эпир пухӑнаймарӑмӑр. Вӗренӳ процесӗ октябрь уйӑхӗнче пуҫланчӗ. Тӗллев — майӑн 9-мӗшӗнчи митинга тухма. Ачасем кунта хăшĕ-пĕри нота грамотине те пӗлмен, унччен вӗсем инструментсене нихҫан та алӑра тытман. Ман ачасем пурте тенӗ пекех Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулти вӗренекенсем. Килтӗмӗр те вӗренме пуҫларӑмӑр, пурне те тӗлӗнтерме тытӑнтӑмӑр, майӑн 9-мӗшӗнче эпир райентрти тĕп площадьри парада тухрӑмӑр. Уява пыма пултарайман ветерансем патӗнче те пултӑмӑр. "Гномик" тата "Прощание Славянки" маршсем ятлӑ икӗ произведени вылярăмăр. Виҫӗ ҫул, майӑн 9-мӗшӗнче виҫӗ уява эпир оркестрпа тухрӑмӑр. Райцентрта кӑна мар, кӑҫалхи май уйӑхӗнче пире Мăратăмпа Сухоречкӑна выляма чӗнчӗҫ. Ҫынсене питӗ килӗшет, пире яланах кӑмӑллӑн кӗтсе илеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ — чӗрӗ музыка, ӑна пурте ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ. Тухса каланӑ чухне яланах ӑшӑ ҫанталӑк пулмасть, анчах пире инструментсемпе выляни, пирӗн музыка яланах ӑшӑтать, — палӑртать Раиль Рустамович.

Паян оркестрта тӑхӑр ҫын, вӗсем пурте Пишпÿлекри вӑтам шкулсенче вӗренекенсем. Тӗллевлӗ вӗренӳпе пултарулӑх ӗҫӗ пырать, пурнӑҫлакан шайӗ лайӑхланать.

— Ку вӗренӳ ҫулӗ нумайӑшӗшӗн вӗренсе тухса каякан çул ӗнтӗ. Ҫавӑнпа мана, паллах, кӑштах кичем. Ҫӗнӗ состав пухмалла пулать, ҫавӑн пек шая ҫитиччен ҫӗклесси — титанла йывăр ӗҫ. Халӗ манӑн ҫӗнӗ вӗренекенсем пур, вӗсем хушшинче пӗрремӗш класра вӗренекен пӗр ача та пур. Хӑш-пӗрисем музыка шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн килеҫҫӗ, вӗсем хушшинче Константин Кудряшев — музыка енӗпе пӗлекен ҫын. Вӑл баян класӗпе музыка шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, — палӑртать Раиль Рустамович.

Ачасем пурте пултаруллӑ, дисциплинӑллӑ. Коллективра дисциплина пӗрремӗш вырӑнта, нимӗнле пропуск та ҫук. Занятисенче вӗсем кӑштах ывӑнаççĕ, анчах кӑмӑллӑ тухса каяҫҫӗ. Вӗренекенсен амӑшӗсемшӗн — мӑнаçлӑх. Вӗсем ачисене хаваслансах занятисене яраҫҫӗ, ӑҫта та пулин вӗсен тухса калаҫҫӗ пулсан, вӗсемшӗн — уяв.

Майӗпен ача-пӑча оркестрӗ хӑйӗн искусство шкулӗн шайӗнче кӑна мар кирлӗ пулать. Районти культура пурнӑҫне хастар хутшӑнса, оркестра хутшӑнакансем халӑха, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет воспитанийӗ пама пулӑшаҫҫӗ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Раиль Едихановăн архивĕнчен, Неля Сабахова.

Ҫумӑрта та, шӑрӑхра та чӗрӗ музыка парнелет
Ҫумӑрта та, шӑрӑхра та чӗрӗ музыка парнелет
Ҫумӑрта та, шӑрӑхра та чӗрӗ музыка парнелет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: