Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
30 Ноябрӗн 2023, 05:21

Уфара хула историне аса илтерекен стендсем лартнă

#наци проекчĕ

Уфара хула историне аса илтерекен стендсем лартнăУфара хула историне аса илтерекен стендсем лартнă
Уфара хула историне аса илтерекен стендсем лартнă

#наци проекчĕ
Уфара хула территорийӗнче вырнаҫнӑ истори объекчӗсене тата ҫуртсене кӑтартакан информаци стенчӗсемпе хушма чăнлăх элеменчӗсене вырнаҫтарнӑ. Гостинӑй килхушшинче тата Туслӑх Монуменчӗ патĕнче, С.Т. Аксаков садӗнче, Мустай Карим скверӗнче, Цюрупа тата Октябрь революцийӗн урамӗсем хӗресленнӗ тӗлте те.
"Уфа "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроекта пула хӑйӗн туризм кодне йӗркелет. Хулара куллен-кун унӑн сӑн-сӑпатне ҫӗнетме, илӗртӳлӗхне ӳстерме тата унӑн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пама тивĕçлĕ арт-объектсем тата ытти конструкцисем ҫуралаҫҫӗ", - тесе палӑртнӑ мэринче.
Уфа туризм кодне проект тӑвас енӗпе конкурс ҫӗнтерӳҫисен шутне кӗнӗ те федераци субсидине илнӗ. Ҫак наци проекчӗн шайӗнче ҫӗнӗ тематика зонисемпе локацийӗсем тума, хӑтлӑ та хӑрушсӑр хула хутлӑхне йӗркелес енӗпе мероприятисем ирттерме палӑртнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Уфа администрацийӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-11-27/v-ufe-poyavilis-stendy-napominayuschie-ob-istorii-goroda-3540139

 

Уфара хула историне аса илтерекен стендсем лартнă
Уфара хула историне аса илтерекен стендсем лартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас