Çутă çул
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
7 Декабрӗн 2023, 11:17

Ачасем Çĕнĕ çула хатĕрленме пуçланă

Эсир Ҫӗнӗ ҫула мӗнле кӗтетӗр?

Ачасем Çĕнĕ çула хатĕрленме пуçланă
Ачасем Çĕнĕ çула хатĕрленме пуçланă

Декабрь, ку вара часах Ҫӗнӗ ҫул çитессе пӗлтерет. Ҫак юмахри уявран лайӑхрах мӗн пулма пултарать? Ăна савӑнӑҫлӑ ӗмӗтсемпе кĕтни ҫеҫ! Ҫак асамлӑ туйӑм ҫывхарса килнине ятарлӑ адвент-календарь пулӑшӗ. Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн "Абвгдейка" хатӗрленÿ ушкӑнӗн воспитанникӗсем ӑна вӑтам группӑранах паллаҫҫӗ. Календарь ачасене вӑхӑт иртнине туйма, ӑна ӑнланма тата ӑнланса илме пулӑшать. Паллах, вӑл Çӗнӗ ҫул ҫеҫ пулакан асамлӑх атмосферине туса хурать. Адвент-календарь ачасене тӗлӗнмелле уяв ҫывхарнине туйма пулӑшни чи кирли.
Пирӗн календарь ҫумне ачасем шӑпах паян пурнӑҫламалли пысӑках мар заданисене хушса хураҫҫӗ. Ачасем хӑйсен календарьне хаваслансах пуҫтарнă та пӗрремӗш заданине тытӑннă - "Эрешлĕ юр пӗрчисене кас". Эсир Ҫӗнӗ ҫула мӗнле кӗтетӗр?

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club218299771

 

 

Ачасем Çĕнĕ çула хатĕрленме пуçланă
Ачасем Çĕнĕ çула хатĕрленме пуçланă
Ачасем Çĕнĕ çула хатĕрленме пуçланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: