Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
21 Декабрӗн 2023, 17:21

Çирĕклĕре елкӑна мӗнле, мӗншӗн тата мӗнпе илемлетни ҫинчен калаçнă

Пӳлӗм валли CD дисксенчен юр пӗрчисем евӗрлӗ эрешсем тунă.

Çирĕклĕре елкӑна мӗнле, мӗншӗн тата мӗнпе илемлетни ҫинчен калаçнă
Çирĕклĕре елкӑна мӗнле, мӗншӗн тата мӗнпе илемлетни ҫинчен калаçнă

Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем ҫывхарни ачасемпе ҫитӗннисене савӑнтарать, савӑнӑҫ атмосферине йӗркелет, шухӑш-кӑмӑла, фантазие вӑратать. Ҫӗнӗ ҫул умӗн Çирĕклĕри ял клубӗнчи "Ложкари" инструментсен коллективӗн членӗсем "Вӑйӑ, шӳт, ҫӗнӗ ҫул мыскарисем" ӑсталӑх класне хутшӑннӑ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче унта хутшӑнакансем юр пӗрчисем тӑвас истори ҫинчен пӗлнӗ, коллектив ертӳҫи пирӗн асаттесем елкӑна мӗнле, мӗншӗн тата мӗнпе илемлетни ҫинчен каласа панӑ.
Юр пĕрчи – хӗллехи юмахӑн тӗп атрибучӗ тата елкӑна ҫеҫ мар, интерьера та капăр илемлетмелли. Малалла пӳлӗм валли CD дисксенчен юр пӗрчисем евӗрлӗ эрешсем тунă. Ӗҫ вӑхӑтӗнче хутшӑнакансем хӑйсем хӗлле мӗнле пурӑнни ҫинчен, ҫак вӑхӑтра вӗсем хӑйсен вӑхӑтне мӗнле ирттерни ҫинчен каласа панӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128

 

 

 

Çирĕклĕре елкӑна мӗнле, мӗншӗн тата мӗнпе илемлетни ҫинчен калаçнă
Çирĕклĕре елкӑна мӗнле, мӗншӗн тата мӗнпе илемлетни ҫинчен калаçнă
Çирĕклĕре елкӑна мӗнле, мӗншӗн тата мӗнпе илемлетни ҫинчен калаçнă
Çирĕклĕре елкӑна мӗнле, мӗншӗн тата мӗнпе илемлетни ҫинчен калаçнă
Çирĕклĕре елкӑна мӗнле, мӗншӗн тата мӗнпе илемлетни ҫинчен калаçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: