Ҫӗнӗ ҫул — асамлӑх, ырӑ юмах, тӗлӗнмелле япала пуласса кӗтни, чи юратнӑ, нумай кӗтнӗ, савӑнӑҫлӑ та чун-чӗрери уявсенчен пӗри. Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачӗн Ҫӗнӗ ҫул уявĕ – ҫӗнӗ ҫулхи тӗлпулу воспитанниксемшӗн те, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн те, сотрудниксемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Ку вӑл тахҫантанпах кӗтнӗ, питӗ яваплӑ мероприяти, ӑна хатӗрленес ӗҫе пурне те хутшăнтарнă.
Кӑҫал ача сачĕн "Умка", "Смешарики", "Малышок" ушкăнсенче Çӗнӗ ҫулхи маскарад балӗ иртнӗ. Воспитанниксем илемлӗ Чӑрӑшпа тӗл пулнӑшӑн савӑннă, Хĕл Мучипе унӑн мӑнукне савӑнӑҫлӑ кӗтсе илнĕ. Ачасем патне хӑнана Мулкачпа Тилӗ пынӑ, вĕсем ачасене ҫӗнӗ ҫул юмахӗ парнеленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.