Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче ачасем валли Çӗнӗ ҫул умӗнхи вечеринкӑна чаплӑ ирттернӗ. Форт Боярд вылянӑ, пур заданисене те пурнӑҫланӑ, ҫӑраҫҫисене те выляса илнӗ. Заданисем вара ансат мар: шӑпӑр ҫинче чупса иртесси, юр пӗрчисене куҫарасси, хӑвӑртлӑхпа тимлӗхе кӑтартасси, "чӑрӑшсем, тункатасем" музыка ӑсталӑхне кӑтартасси. Епле-ха, "В лесу родилась елочка" юратнӑ юрӑсӑр, ӑна ҫав тери хавасланса юрланă. Хĕл Мучи ачасене шӑнтма, алсишне каялла тавӑрма хӑтланнă. Пурте лайӑх вӗҫленнĕ, ырӑ юмахри пек, Яга Карчӑка туслашма вӗрентнĕ, ачасене пула елка ҫинчи ҫутӑсем ҫуталнă, сӑвӑсем каласа кӑтартнă та питӗ лайӑх ташланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public144264663