Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
28 Декабрӗн 2023, 11:41

Тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ

Чылай ҫул тăршшĕ Мелеспуç ялĕнчи Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячӗллӗ общество музейӗн пуҫлӑхӗ чаплӑ хӗрарӑм, таврапӗлӳҫӗ, ял патриочӗ, музей канашӗн председателӗ, икӗ кӗнеке авторӗ Марина Алексеевна Николаева пулса тӑрать.

Тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ
Тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ


Музейсем кирек хӑҫан та этемлӗхӗн паха историсемпе йӑли-йӗркисене, культура тата ҫутҫанталӑк хаклӑхӗсене упракансем пулнӑ. Кашни кайса курни ҫак тӗлӗнмелле вырӑна темӗн чухлӗ курӑм-туйӑмсемпе паха уçалăхсем парнелет. Музейри ӗҫ — ялан аталану. Ӑс-хакӑл та, техника та. Пишпÿлек районӗнче материалсене тӗплӗн пуҫтаракан, уйрӑм экспонатсене сыхлакан, историе упракан, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫутта кӑларакан ӗҫсем нумай пулни савӑнтарать. Чылай ҫул тăршшĕ Мелеспуç ялĕнчи Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячӗллӗ общество музейӗн пуҫлӑхӗ чаплӑ хӗрарӑм, таврапӗлӳҫӗ, ял патриочӗ, музей канашӗн председателӗ, икӗ кӗнеке авторӗ Марина Алексеевна Николаева пулса тӑрать.
Марина Алексеевна Мелеспуçĕнче ҫуралса ӳснӗ. 2009 ҫулта Марина Алексеевна Алексей Александрович Родионов депутат пуҫарнипе чӑвашсен паллӑ писателӗн, драматургӗн Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячӗллӗ музей йĕркелессине 2009 ҫулта хупӑннӑ пуҫламӑш шкул ҫуртӗнче йӗркелеме пуҫланӑ.
Марина Алексеевна каласа панӑ тӑрӑх, пӗррехинче вӑл ашшӗ-амӑшӗсем патне яла пынӑ та шкула сӳтме пуҫланине курнӑ. Ҫавна пула ӑна ҫав тери хурлăхлă пулса кайнă, унӑн музей тӑвас шухӑш вӗлтлетсе иртнӗ. Ял ҫыннисем ун хутне кӗнĕ, 67 алӑ пусĕ пуçтарса Михайловка ял тӑрӑх администраци пуçлăхне Валерий Владимирович Данилова, ҫавӑн пекех район администрацине ҫурта музее пама ҫыру ҫырнă. Ун чухне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Наиль Габдуллович Гатауллин пулнӑ. Вӑл чӗнсе каланине ырланă. 2009 ҫултан пуҫласа Марина Алексеевна пулас музей валли экспонатсем пуҫтарма тытӑннă.
Истори управҫи каланӑ тӑрӑх, ку чи малтан пушӑ пӳлӗм пулнӑ. Марина Николаевна кашни экспоната пӗрерӗн-пӗрерӗн пухнă. Ял ҫыннисене амӑшӗсен, асламӑшӗсен тата аслашшӗсен юлнӑ ĕлекхи япалисене илсе килме ыйтнă.
Музей ӗҫленӗ вӑхӑтра ӑна хӑтлӑх кӗртме нумай ӗҫ тунӑ. Ял ҫыннисем территорие тасатмалли субботниксем йӗркеленӗ, хӳме юписем лартнӑ, территорие профнастилпа пӳлсе хунӑ. Марина Алексеевна хӑйӗн укҫи-тенкипе ҫуртне тул енчен тирпейленĕ. Ҫулла музей территорине чечексем лартать.
2012 ҫулхи октябрӗн 14-мӗшӗнче - чӑваш халӑхӗн аслӑ ывӑлӗ, паллӑ писателĕ, композиторĕ, драматурĕ Филипп Николаевич Вуколов ҫуралнӑранпа 110 ҫул тултарсан — унӑн тӑван ялӗнче музей уҫӑлнă.
Музее уҫма вырӑнти активистсем тӑрӑшнипе май килнӗ. 14 ҫул ӗнтӗ экспонатсем пуҫтараҫҫӗ, патшалӑх учрежденийӗсене ҫырусем ҫыраҫҫӗ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе меценатсене шыраҫҫӗ. Музей чӑваш историпе культура центрӗ пулса ӗҫлеме палӑртнӑ.
Музей залӗсене йӗркелеме Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗн ӗҫченӗсем Назира Хамитовна Гатиятуллина тата Роза Гамзатовна Иванова пулӑшнă.
Паянхи кун музей фондĕнче писателӗн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ уйрӑм экспонатсем пур, кунта литература шедеврӗсемпе, Вуколов-Эрлик алҫырӑвӗсемпе, ҫавӑн пекех йӑлапа, этнографипе, чӑваш наци костюмӗсемпе паллашма пулать. Музей виҫӗ залран тӑрать. Тӗп залра писателӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне ҫутатакан экспозици йӗркеленӗ. Зал варринче Филипп Николаевичӑн бюсчӗ тӑрать, ӑна унӑн пиччӗшӗ, художник-скульптор Иван Николаевич Вуколов тунӑ.
Иккӗмӗш зала Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин страницисене халалланӑ. Кунта Мелеспуç ялӗн историйӗ, ял ӗҫченӗсем ҫинчен, колхоз ҫинчен материалсем. Залра Владимир Ильич Ленин бюстне курма пулать. Кунта ҫар, наци кӗнекисем, шкул ачисен кӗнекисем упранакан пӗчӗк библиотека та пур.
Тепӗр залра пирӗн асаннесемпе асаттесем тӑхӑнса ҫӳренӗ наци чӑваш костюмӗсем. Музей уҫӑлсанах вӗсене ачисемпе мӑнукӗсем музее парнеленӗ. Кунта пир станӗ те, авалхи арча та курма пулать.
Марина Николаева чӑваш литературипе культурине юратакан пӗр шухӑшлӑ ҫынсене хӑй тавра пӗтӗҫтернӗ. Шӑпах ял ҫыннисем тӑрӑшнипе ялта паян историпе культура музейӗ пур. Музее уҫнӑранпа ăна Пушкӑртстанри, Чӑваш Республикин, Эстонири тӗрлӗ хуласемпе районсенчен, йышлӑ делегацисем килсе курнă. Музей экспозицийӗсем тӑтӑшах хушӑнаҫҫӗ, территорипе пӳлӗме хӑтлӑх кӗртес ӗҫ малалла пырать. Музей нушисем ҫинчен каланӑ май ҫуртра халӗ те ӑшӑпа электричество ҫук-ха, ҫавӑнпа музей ҫуллахи ӑшӑ вӑхӑтра кăна хӑнасене йышӑнать. Хальхи вӑхӑтра ку ял клубӗпе храм хыҫҫӑн пӗртен-пӗр учреждени, вӑл ялта
ӗҫлет.
- Музее общество учрежденийӗ пек мар, культура центрӗ пек ӗҫлеттерес килет. Вӑл пурӑнтӑр, ҫынсем кунта килччӗр, Филипп Николаевичӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашччӑр, ҫынсем ӗлӗк мӗнле пурӑнни ҫинчен тӗплӗнрех пӗлччӗр. Музейре хӑҫан та пулин ӑшӑ та канлӗ пуласса шанатӑп, - палӑртать Марина Алексеевна.
Чӑваш наци наукисемпе искусство академийӗн Президиумӗ Марина Алексеевна Николаевана "Хисеплӗ таврапӗлӳçĕ" ят панӑ, ҫавӑн пекех ӑна "Литературӑпа обществӑпа культура ӗҫ-хӗлӗшӗн" медальпе наградӑланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн историпе культура еткерлӗхне упраса хӑварас тата музей ӗҫне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн хисеплӗ грамотӑсем пур.
Филипп Николаевич Вуколов-Эрлик ячӗпе тӑракан ял историпе таврапӗлӳ музейӗн аталанӑвӗ ҫинчен Марина Алексеевна кӗнеке ҫырнă. "Музей — саманта, вӑхӑтсемпе кунсене чӗрӗ сӑнарлани, палланӑ ҫынсемпе тӑвансен япалисенче чунпа чӗрене палӑртни. Иртнӗ чӗрӗлӗхе упраса, вӑл пуласлӑха ҫип туртать" — кӗнекери сӑмахсем.

Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

Тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ
Тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ
Тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ
Тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: