Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
9 Кӑрлач , 12:11

Кистенлĕре "Раштав парни" мастер-класс ирттернĕ

Раҫҫейре Раштав Ҫӗнӗ ҫул пекех паллӑ.

Кистенлĕре "Раштав парни" мастер-класс ирттернĕ
Кистенлĕре "Раштав парни" мастер-класс ирттернĕ

Раҫҫейре Раштав Ҫӗнӗ ҫул пекех паллӑ. Христос Раштавне поделкăсем туни çивĕч пулса пыраҫҫӗ. Раштав поделки кирек мӗнле парне те пулма пултарать. Ҫывӑххисене ҫап-ҫутӑ декорпа савӑнтарма, хӑвӑн аллупа ӑсталасан, пысӑк тӑкаксӑр та пулать. Кистенлĕри Культура çуртĕнче "Раштав парни" мастер-класс уяври пек усӑллӑ иртнӗ, ачасем Раштав атрибутики Ҫӗнӗ ҫул символӗсенчен мĕнпе уйрӑлса тӑнине пӗлнĕ, ҫавӑнпа та ҫак уявпа ҫеҫ ҫыхӑннӑ пайсен варианчӗсене пӑхса тухнă.

Шӑпах Раштав ӗҫӗнче пирĕштисен кӗлеткисемпе ӳкерчӗкӗсем вырăнлăрах шутланаççĕ. Мастер-класра пурнӑҫламалли техника ҫинчен пӗлнĕ, ӗҫе утӑмлӑн пурнӑҫланă. Ӗҫ вӑхӑтӗнче кӑмӑл-туйӑм уяври пек пулнă, результачӗ вара хӑйӗн илемӗпе савӑнтарнă. Тунă поделкăсене ачасем хӑйсен тӑванӗсене парнеленĕ.

#Пушкинская_карта
#Кистенли_Богдановский_СДК

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри ял Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club203777291

 

Кистенлĕре "Раштав парни" мастер-класс ирттернĕ
Кистенлĕре "Раштав парни" мастер-класс ирттернĕ
Кистенлĕре "Раштав парни" мастер-класс ирттернĕ
Кистенлĕре "Раштав парни" мастер-класс ирттернĕ
Кистенлĕре "Раштав парни" мастер-класс ирттернĕ
Кистенлĕре "Раштав парни" мастер-класс ирттернĕ
Кистенлĕре "Раштав парни" мастер-класс ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: