Ситекри ял библиотекинче Никифор Мраньккан "Ĕмĕр сакки сарлака" произведенине сӳтсе явнӑ. Пурте пӗлекен юратнӑ писателӗн шӑпи мӗнле пулнӑ? Унăн пурнӑҫĕ тата пултарулӑхĕ çинчен, мероприятие хутшӑнакансем, йӗркеленӗ кӗнеке куравĕпе паллашнă май, пĕлнĕ. Библиотека вулаканĕсемпе пӗрле "Ĕмер сакки сарлака" нумай томлӑ романăн пилӗк кӗнекине аса илнӗ, ӑна пула вӑл пӗтӗм халӑхăн паллӑ писателĕ пулса тӑнӑ. Романӑн темпераментлӑ та хӗрӳллӗ геройӗсен сӑнарӗсене сӳтсе явнă. Кашни ҫын хӑй вуланӑ роман ҫинчен каласа панă. Ҫак произведение тишкернӗ, сюжет линине, этем характерӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ҫыхӑнса ӗҫленине уҫса панӑ.
#ППМИ
#Бижбулякскийрайон
#Малоседякскаясельскаябиблиотека
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club153390409