Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
25 Кӑрлач , 12:47

Районти музейсенче ПР Наци музейӗн делегацийӗ пулнă

Хӑнасем музейсенче ӑшӑ сăмахсем çырса хăварнă, музей ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем суннă.

Районти музейсенче ПР Наци музейӗн делегацийӗ пулнă
Районти музейсенче ПР Наци музейӗн делегацийӗ пулнă

Районти музейсене Пушкӑртстан Республикинчи Наци музейӗн делегацийӗ Анатолий Мелентьев тата Даян Валиуллин художниксем, наукӑн аслӑ сотрудникӗ Михаил Гаухман тата Марсель Рафиков техник-водитель пырса курнă. Дюсян ялӗнчи пулас музей валли ҫӗнӗ площадьсемпе тата Карим Хакимов музейӗн экспозицийӗпе паллашас тӗллевпе килнĕ вĕсем. Чӑн-чӑн музейщиксем хальхи вӑхӑтри Фатых Карим музейне те ҫавнашкалах хаваслансах пырса курнă, музей хӑнасене тӗлӗнтернӗ. Ĕçлĕ ҫулӗн юлашки пункчӗ районти музей пулса тӑнă. 30 ҫул каялла пирӗн музей экспозицине Анатолий Александрович тунӑ, ăна вӑл хӑй "ҫамрӑклӑха ҫул ҫӳрени" тенӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе хутшăнса калаçни питӗ кӑсӑклӑ, тулли тата усӑллӑ пулнӑ. Хӑнасем музейсенче ӑшӑ сăмахсем çырса хăварнă, музей ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем суннă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри музей пӗрлешӗвӗн (6+) социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/maukbmo

 

Районти музейсенче ПР Наци музейӗн делегацийӗ пулнă
Районти музейсенче ПР Наци музейӗн делегацийӗ пулнă
Районти музейсенче ПР Наци музейӗн делегацийӗ пулнă
Районти музейсенче ПР Наци музейӗн делегацийӗ пулнă
Районти музейсенче ПР Наци музейӗн делегацийӗ пулнă
Районти музейсенче ПР Наци музейӗн делегацийӗ пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: