П.П. Бажов ҫуралнӑранпа 145 ҫул çитнĕ тӗлне Т.В. Хасанова педагог-библиотекарь Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 6б класра вӗренекенсемпе "Малахит халапĕсен чародейĕ" литература сехетне ирттернӗ.
Ачасем Бажовӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен, унӑн Урал чаплӑ юмахӗсем ҫинчен, «Малахитовая шкатулка», «Каменный цветок», «Огневушка-Поскакушка», «Хозяйка Медной горы», «Хрупкая веточка», «Серебряное копытце» ҫинчен интереслӗ фактсем пӗлнĕ. Унтан вулакансем викторинӑра хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхнӑ.
Литература ҫулҫӳревӗ П.П. Бажов пултарулӑхӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен сӑмахсемпе вӗҫленнӗ, ӑна тӗлӗнмелле юмахсемшӗн тав туса сӑвӑсемпе вӗҫленнӗ. Тата урал мастерӗ Павел Петрович пек вӗренме, пирӗн кулленхи пурнӑҫри илемлӗ те яланхи пек мар капăрлăха курма чӗннĕ.
Сăнкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2