Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
5 Нарӑсӑн , 12:27

Кистенлĕпуçĕнчи ачасем Карчăк Яга патӗнче хӑнара пулнă

Кӑмӑл тӑвакансене программа вӗҫӗнче Карчӑк Яга хӑйӗн шӑпӑрӗ ҫине лартса ярăнтарнă.

Кистенлĕпуçĕнчи ачасем Карчăк Яга патӗнче хӑнара пулнă
Кистенлĕпуçĕнчи ачасем Карчăк Яга патӗнче хӑнара пулнă

Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн "Карчăк Яга патӗнче хӑнара" ӑслӑлӑхпа вӑйӑ программинче Карчăк Яга асамлӑ юмахсен чӑн-чӑн персонажӗ пулнине ачасем пӗлнĕ. Мероприяти хăни ачасене хӑй патне хӑнана чӗннӗ. Вӗсене юмахсен тупсăмне туптарнă, "Савăнăçлă лĕпĕш хурчĕ", "Вӑрманти çул", "Шӑпӑр урлӑ сиксе каҫ", "Карчăк Яга — шӑмӑ ура", "Уява манӑн туссем пурте пуҫтарӑннă" вӑйӑсем вылятарнă. Кӑмӑл тӑвакансене программа вӗҫӗнче Карчӑк Яга хӑйӗн шӑпӑрӗ ҫине лартса ярăнтарнă тата пылак парнесемпе хӑналанă. Ачасем пурте лайӑх эмоцисем илнĕ, кӑмӑлӗсем лайӑх юлнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club114831475

 

Кистенлĕпуçĕнчи ачасем Карчăк Яга патӗнче хӑнара пулнă
Кистенлĕпуçĕнчи ачасем Карчăк Яга патӗнче хӑнара пулнă
Кистенлĕпуçĕнчи ачасем Карчăк Яга патӗнче хӑнара пулнă
Кистенлĕпуçĕнчи ачасем Карчăк Яга патӗнче хӑнара пулнă
Кистенлĕпуçĕнчи ачасем Карчăк Яга патӗнче хӑнара пулнă
Кистенлĕпуçĕнчи ачасем Карчăк Яга патӗнче хӑнара пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: