0 °С
Пӗлӗтлӗ
2024 ҫула Раҫҫейре Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Районти Культура керменӗнче Çемье çулталӑкне уҫнӑ ятпа уяв концерчӗ иртнӗ. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем — аслисем те, кӗҫӗн классем те çав уяв концертне хутшӑнни савӑнтарать. Ачасем юрланă, ташланă, сӑвӑсем вуланă. Вӗсем тухса каланӑ хыҫҫӑн куракансем хыттӑн та чӗререн алӑ ҫупнă. Ачасем сцена ҫинче питӗ тӑрӑшса, хӑйсене хӑйсем профессилле тыткаланă. Хӑйсен ачисен пултарулӑхне пулӑшнӑшӑн ашшӗ-амӑшне пысӑк тав, вӗсем пулӑшмасӑр ҫакӑн пек чаплӑ номерсем ҫуралман пулӗччӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.