Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
7 Нарӑсӑн , 10:39

Пушкӑртстанри юратнӑ художниксем

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕнче вӗренекенсем Пишпÿлекри Культура керменĕн Халӑх пултарулӑхӗн галерейине ҫитсе курнӑ.

Пушкӑртстанри юратнӑ художниксем
Пушкӑртстанри юратнӑ художниксем

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕнче вӗренекенсем Пишпÿлекри Культура керменĕн Халӑх пултарулӑхӗн галерейине ҫитсе курнӑ. Тӗлпулӑва "Пушкӑртстанри юратнӑ художниксем" проекта халалланӑ. Ку пирӗн Пушкӑрт художник-ентешӗмӗрсем ҫинчен калакан уйрӑм проект. Вăл онлайн-галерейӑран чӑн-чӑн художество порталĕ таран ӳснӗ, унта республикӑра пурӑнакан тата ĕçлекен 1700 художникăн паянхи куна 14400 ытла ĕçне, 1917 ҫултан пуçласа хальхи вăхăтчен тӑратнӑ. Вӗсен хушшинче пирӗн талантлӑ ентешсем те пур, вӗсен пултарулӑхне пӗлсе, тивӗҫлипе мухтанма тивӗҫ.

Вунӑ художник тата декораци-прикладной пултарулӑхӑн виҫӗ мастерӗ ҫак проекта кӗнĕ. Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн пултарулӑхӗпе, Ермолкинра çуралнă паллӑ художникпе, А.Н. Алимасовпа паллашнă. Унӑн 13 ӳкерчӗкне халӑх пултарулӑхӗн галерейинче тăратнă.

Выставкӑна презентациленӗ хыҫҫӑн вӗренекенсем пирӗн художниксем ҫинчен ÿкернĕ фильм пӑхса тухнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн Халӑх пултарулӑхӗн галерейин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club209835833

 

 

 

Пушкӑртстанри юратнӑ художниксем
Пушкӑртстанри юратнӑ художниксем
Пушкӑртстанри юратнӑ художниксем
Пушкӑртстанри юратнӑ художниксем
Пушкӑртстанри юратнӑ художниксем
Пушкӑртстанри юратнӑ художниксем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: