+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кистенлĕри Культура çуртĕнче "Галстук-лӗпӗш" мастер-класа хутшӑнакансем хӑйсем аллипе лӗпӗш галстукӗ тума пултарнӑ.
Хутшанакансем малтан ҫӗлемелли техника ҫинчен, чи малтан галстук ҫӗлеме мĕн кирли ҫинчен, ҫӗлеме юрăхлă пир-авӑр çинчен пĕлнĕ, вара ӑстапа пӗрле илемлӗ галстук ҫӗленĕ. Ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулнă, хӑвӑрт, ҫӑмӑл ҫӗленнӗ. Ачасем темӗн чухлӗ эмоцисем, лайӑх кӑмӑл-туйӑм илнĕ, результачӗ вара хӑйӗн илемӗпе савӑнтарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри ял Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.