Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
16 Нарӑсӑн , 09:12

Алă ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел

Сухоречка ялӗнчи Галина Петровна Габдрахманован юратнӑ хоббийӗ - кӗҫҫе йăвалани.

Алă ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел
Алă ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел

Сухоречка ялӗнчи Галина Петровна Габдрахманован юратнӑ хоббийӗ - кӗҫҫе йăвалани.
Кӗҫҫе йăвалани — чи авалхи ремесласенчен пӗри. Ҫӑмран йăвалани тӗлӗнмелле майсем парать. Вӑл пулӑшнипе тӗрлӗ япаласем — кавирсемпе пальтосенчен пуҫласа теттесемпе эрешсем таранах тума пулать. Ҫӑм пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑни килӗшӳллӗ: ку ӗҫ лӑпланма, вӑй илме, стреса сирсе яма пулӑшать.
Творчество енӗпе ӗҫлекен ҫынсем - ӑшӑ, чӗреллĕ, тимлӗ, питӗ кӑмӑллӑ. Ҫакна Сухоречка ялӗнчи Галина Петровна Габдрахановапа паллашса пӗлме пулать. Унӑн юратнӑ хоббийӗ - кӗҫҫе йӑвалани.
Галина Петровна Каминкере ҫуралнӑ. Вӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗсем Сухоречкӑна куҫнӑ. Кунта вӑл ӳссе вунӑ класс пӗтернӗ. Шкулта вӑл Çĕнĕ Биктяш ялӗнчи Ильдус мӑшӑрӗпе паллашнă. 1986 ҫулта вӗсем туй туса пĕрлешнĕ те Ҫурҫӗре тухса кайнӑ. Кунта вӗсен Егорпа Эльвира ачисем ҫуралнӑ. Унта ҫичӗ ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн 1992 ҫулта Габдрахмановсен ҫемйи Ильдус Биктагирович ашшӗ-амӑшӗн ҫуртне Çĕнĕ Биктяш ялне таврӑннӑ. Кунта вӗсен кӗҫӗн ывӑлӗ Роман ҫуралнӑ. Галина Петровна "Сухоречка" кооперативра малтан лаборант, унтан склад заведующийӗ тата бухгалтер пулса ӗҫленӗ. Анчах ҫемьери лару-тӑрӑва пула унӑн ӗҫе пăрахма тивнĕ. Кӑшт вӑхӑт иртсен ăна Сухоречкӑра библиотекарь пулма сӗннӗ, унта вӑл 2018 ҫултанпа ӗҫлет. Галина Петровна каланӑ тӑрӑх, ӗҫ ӑна питӗ килӗшет, вӑл пултарулӑх ӗҫӗ вӗт.
— Килте ларнӑ чухне ӑнсӑртран пĕр форум ҫинче кӗҫҫе йăваласси пирки информаци тупрӑм. Интернет талккӑшӗ япӑххи патне ҫеҫ мар, темскер лайӑххине те вӗрентет вĕт. Социаллӑ сетьсене уҫа-уҫа пӑхнӑ май кӗҫҫерен япаласем тăвассин мастер-класне куртăм. Ку вара ман чӗрене ҫав тери хытӑ пырса кӗчӗ, эпӗ кӗҫҫе ҫинчен информацие шырама тытӑнтӑм. Ҫулталӑка яхӑн кӗҫҫепе ӗҫлеме хатӗрлентĕм, питӗ вӑрах тӑрӑшрăм, - каласа парать Галина Петровна.
Ҫапла, пӗчӗк формӑсемпе пӗчӗк элементсенчен пуҫласа, вӑл хӑй валли кӗҫҫе тӗнчине уҫнӑ.
— Ку пӗтӗмпех таҫтан шалтан килет. Пӗр-пӗр япала тума шутлатӑн та, тума тытӑнсан вара пачах урӑх япала пулса тухать, малтан шухӑшланинчен те лайӑхрах. Ĕçĕн процесĕ пӗтичченех унтан мӗн пулассине пӗлместӗп. Ҫавӑнпа та, результата курас тесен, мӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах пӗтерес килет. Халӗ эпӗ мастер-классем паратӑп, Ача-пӑча искусствин шкулӗнче занятисем ирттеретӗп. Ачасене типӗ те йӗпе кĕççе те йăвалама вӗрентетӗп. Ачасемпе пӗрле эпир пушкӑрт орнаменчӗсене вӗренетпӗр. Вӗренекенсем кӗҫҫерен тунӑ япаласемпе савӑнтараҫҫӗ, вĕсен ҫитӗнӳсем те пур, - каласа парать Галина Петровна.
Алӗҫ ӑсти каланӑ тӑрӑх, шӑпах кӗҫҫе йăвалани ӑна ҫывӑх ҫыннине - упӑшкине ҫухатнин хуйхине ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Йывӑр ҫухату хыҫҫӑн вӑл пӗр лайӑх алӗҫ ӑсти патӗнче мастер-класс туяннӑ. Шӑп та шай унӑн занятийӗсем ӑна хуйха ссиплеме, çăмăллатма пулӑшнă.
— Турӑ пире ахаль мар ҫынсемпе пӗрлештернине ӑнлантӑм эпӗ. Эпӗ ҫак мастер-класа тӗл пулман пулсан, пӗтӗм пурнӑҫ мӗнле ҫаврӑнса кайнӑ пулӗччӗ-ши, пӗлместӗп. Ҫывӑх ҫынна ҫухатнă хуйхăран тухма пултарăттăм-ши эпӗ. Пултарулӑх мана питӗ пулӑшрӗ, - палӑртать Галина Петровна.
Галина Петровна каласа панӑ тӑрӑх, творчествӑна юратни ӑна ашшӗнчен куҫнӑ. Вӑл Сухоречка ялӗнчи "Ромашка" пултарулӑх ансамблӗнче купӑсҫӑ пулнӑ, ҫавӑн пекех ӳкерме юратнӑ. Шӑпах кукашшӗнчен Галина Петровнан ывӑлӗсене Егорпа Романа ӳкерес талант лекнӗ. Эльвира хӗрӗн те пултарулӑх профессийӗ темелле. Вӑл ҫамрӑксен "Вектор" центрӗн ертӳҫи пулса тӑрать.
Кӗҫҫерен тунӑ хӑйӗн изделийӗсемпе Галина Петровна республикӑри тата районти тӗрлӗ конкурссемпе выставкӑсене пӗрре мар хутшӑннӑ. 2022 ҫулта вара республикӑри художество кӗҫҫин фестиваль-конкурсӗнче вӑл "Кӗҫҫе костюмĕ" номинацири пӗрремӗш степеньлӗ лауреатсенчен пӗри, ҫавӑн пекех "Хӗрарӑмлӑх илемӗ" аксессуарсен пухӑвӗн виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Пултарулӑх ӗҫӗсӗр пуҫне Галина Петровна волонтерсен ӗҫне активлӑ ертсе пырать. Ӑна пула Сухоречкӑра СВО боецӗсем валли маскировка сеткисем ҫыхмалли пункт йӗркеленӗ. Професси ӑсталӑхӗшӗн, ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн тата Пишпӳлек районӗнчи культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Галина Петровнӑна Хисеплӗ грамотӑпа наградӑланӑ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Галина Габдрахманован архивӗнчен.

 

Алă ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел
Алă ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел
Алă ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел
Алă ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: