Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Нарӑсӑн , 09:36

Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă

Куракансем мероприятирен лайӑх кӑмӑлпа тухса кайнă.

Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă
Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă

Ситекри Культура çуртĕнче "Тӑван ҫӗршыва служит тума чӗнсе илни" Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе чаплӑ уяв концерчӗ иртнӗ. Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне пирӗн ҫӗршывра 100 ҫул ытла паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫак уяв пуринчен ытла Раҫҫей историне, унӑн Геройӗсене, Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме яланах паттӑррӑн ҫӗкленекенскерсене, асра тытмалли тата хисеплемелли символ пулса тӑрать.
Концерта килнисене пурне те уяв ячӗпе ял тăрăх пуçлăхĕ Людмила Ивановна Романова саламланă.
Уяв программи «Çеçпĕл» и «Çăлкуç юрри»коллективӗсен концерт номерӗсенчен тӑнă тата ҫавӑн пекех ачасем тухса каланă.
Каҫхине сцена ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă, патриотла музыка номерӗсем пулнă.
Залра кашни номер хыҫҫӑн тӑвӑллӑн алӑ ҫупни илтӗннĕ. Куракансем мероприятирен лайӑх кӑмӑлпа тухса кайнă, хӑйсене парнеленӗ савӑнӑҫпа кану минучӗсемшӗн пурне те тав тунă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club153390409

 

 

 

Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă
Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă
Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă
Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă
Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă
Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă
Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă
Ситекри Культура çурчĕн сцени ҫинчен арҫынсен ячĕпе ӑшӑ саламсем янӑранă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: