Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Нарӑсӑн , 09:31

Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ

Çирĕклĕ ял клубӗнче библиотекӑпа пӗрле Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ "Пирĕн паттӑр вӑй" конкурспа вӑйӑ программи иртнӗ.

Икĕ команда пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ: "Аслати" тата "Ҫиҫӗм". Ялти библиотекӑра ӑс-хакӑл вӑййисене ачасем хавасланса хутшӑннă. Унтан спорт вӑййисенче тупӑшнă.
Мероприяти тӗллевӗ ҫамрӑксене тата ҫитӗнекен ӑрӑва хӑйсен Тӑван çӗршывне юратма, ӑна тивӗҫлӗ хӳтӗлеме тӑрӑшни пулнӑ.
Уяв пурне те хутшăну савӑнӑҫне, хастарлӑх зарячӗ тата позитивлӑ эмоцисем парнеленӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128

Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: