Мартӑн 8-мӗшӗ ача садӗнче – чуна пырса тивекен, чи ачаш та тӗлӗнмелле уяв. Ӑна чи юратнӑ, чи ҫепӗҫ, тӑван амӑшӗсемпе асламӑшӗсене халаллаççĕ. Ҫак кун пурне те илемлӗ хӗрарӑмсене: амӑшӗсене, хӗрачасене, хӗрсене, асламӑшӗсене халаллаҫҫӗ - кулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, сӑвӑсем калаççĕ, ташӑсем ташлаççĕ. Пишпÿлекри "Улыбка" ача садĕнче çак уява ирех ирттернӗ. Амӑшӗсемпе асламӑшӗсем ирех шукӑль тумланса, пӑлханса, илемлӗ, телейлӗ килнĕ. Ачасем уявра тухса калани, вĕсемшĕн хӑйсен ачисенчен илме пултаракан чи лайӑх парне. Ачасем ачаш та ырӑ илемлӗ юрӑсем юрланӑ, ташланӑ, вылянӑ. Савӑнӑҫлӑ, интереслӗ, кулăллă. Праҫник вӗҫӗнче ачасем хӑйсен амӑшӗсемпе кукамăш-асламӑшӗсене парнесем панă. Ирхи уяв чун-чӗрери ӑшӑ лару-тӑрура иртнӗ.
Сăнукерчĕкĕ: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club218299771