Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
11 Мартӑн , 12:06

Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс ирттернĕ

Мӗнпур ӗмӗтсемпе ҫурхи кӑмӑлсене пурнӑҫлама сунатпӑр!

Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс ирттернĕ
Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс ирттернĕ

Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс иртнĕ. Ҫуркуннепе пӗрле пирӗн пата Мартӑн 8- мӗшӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен чаплӑ уявӗ килет! Ҫак кун хӗвел ҫутипе, сапаланчӑк чечексемпе илемлетнӗ хӗрарӑм куллипе ӑшӑнать. Шкулта ҫак куна интереслӗ те савӑнӑҫлӑ "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурспа паллӑ тума йышӑннă. Конкурса 5 класран пуçласа 9 класри хӗрачасем хутшӑннӑ. Мероприятие хутшӑнакансем тӗрлӗ конкурсра ăмăртнă: "Этикет", "Золушка", "Чи тимлӗ те пӗлекен", "Пакӑлти", "Вӑр-вар та пултаруллӑ", "Ытарайми", "Ал ăсти". Конкурсантсем ҫӗленĕ, юрланă, ташланă, хуҫалӑхра хӑйсен пӗлӗвне кӑтартнă. Кашни конкурса жетонсемпе хакланӑ. Конкурссем хушшинче 5-9-мĕш классенчи арҫын ачасем кунта ларакансене музыка номерӗсемпе саламланă, хӗрачасем ҫав вӑхӑтра ал ӑстисем те, чаплӑ хуҫасем те пулса тӑнă, хӑйсен артистизмӗпе, тавҫӑрулӑхӗпе, пултарулăхĕпе савӑнтарнă. Пухӑннӑ ҫынсене сахал мар култарнă, пурин кӑмӑлне те ҫӗкленĕ. Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх конкурс ҫӗнтерӳҫисем Дарья Кононова - Активлӑх мисӗ, Диана Иванова - Сӑпайлӑх мисĕ, Иванова Дарья - Ырă кăмăл мисӗ пулса танă. Уявӑн хаваслӑ та кулӑшла конкурсӗсем никама та сÿрĕк кăмăллă хӑварман. 9 класра вӗренекенсене пурне те ҫак уява ирттернӗшӗн тав тӑватпӑр. Пирӗн савнӑ хӗрачасемпе педагогсене Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗпе саламлатпӑр! Мӗнпур ӗмӗтсемпе ҫурхи кӑмӑлсене пурнӑҫлама сунатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club207013034

 

 

 

 

Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс ирттернĕ
Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс ирттернĕ
Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс ирттернĕ
Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс ирттернĕ
Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс ирттернĕ
Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс ирттернĕ
Кистенлĕри вăтам шкулта "Атьăр-ха, хӗрачасем!" конкурс ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: