Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
25 Мартӑн , 10:38

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ — Культура ӗҫченӗн кунӗ

Отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ — Культура ӗҫченӗн кунӗ
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ — Культура ӗҫченӗн кунӗ

Отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатпӑр!

Паян эпир культура ӗҫченӗсене, пултарулӑх коллективӗсене, библиотекӑсен, музейсен, искусство шкулӗсен ĕçченĕсене пултаруллӑ ӗҫленӗшӗн тата Пишпӳлек районне аталантарас тата чечеклетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чунтан тав тӑвасшӑн. Эсир тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн, ҫӗнӗ проектсемпе шухăшсемшӗн эпир чӗререн савӑнатпӑр, ку вӑл сирӗн пысӑк профессионализмпа пултарулӑхӑра кӑтартса парать.

СВОна хутшӑнакансене пулăшнăшăн уйрӑмах хисеплетпӗр. Тӑван çӗршыва юратни пирки юрласа, ҫитӗнекен ӑрура патриотизм кӑмӑл-туйӑмне ӳстерсе, ҫынсенче патриотла туйӑмсене вӑратса, эсир пирӗн обществӑна пӗрлештерессишӗн калама ҫук пысӑк тӳпе хыватӑр, нумайранпа кӗтнӗ ҫӗнтерӗве ҫывӑхлататӑр. Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн!

Сире малашнехи ҫитӗнӳсем, пултарулӑхӑн ҫӗнӗ шухӑшӗсем тата сӳнми вăй-хал сунатпӑр! Тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата пуласлăх!

Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

 

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ — Культура ӗҫченӗн кунӗ
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ — Культура ӗҫченӗн кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: