+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Çирĕклĕ клубӗнче "Лере, паллӑ мар ҫул ҫинче" квест-вӑйӑ иртнĕ. Ачасем тӗрлӗ станцисем тӑрӑх ҫӳренĕ, унта хӑйсен тавҫӑрулӑхне тӗрӗсленĕ, детективсен ролĕнче пулса курнă, хӑйсем ҫинче поэтсен рольне виҫсе пăхнă, предметсемпе картинӑсем тӑрӑх юмахсене тупнă, ҫавӑн пекех саспаллисенчен геройсен ячӗсене ҫырса хатӗрленĕ. Квеста хутшӑнакансем пурте кашни станцинче хастар хутшӑннӑ, А.С. Пушкин пултарулӑхӗ çинчен интереслӗ япаласем нумай пӗлнӗ.
Мероприяти ӑшӑ та туслӑ атмосферӑра иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.