Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
27 Мартӑн , 10:11

Унӑн чунӗн пӗр пайӗ — кашни ҫӗленӗ костюмра

Пăслăкра пурăнакан Галина Даниловашӑн чи кирли — хӑйӗн ӗҫӗн результатне курасси, унӑн алли тунӑ илемпе ҫынсене савӑнтарасси.

Унӑн чунӗн пӗр пайӗ — кашни ҫӗленӗ костюмра
Унӑн чунӗн пӗр пайӗ — кашни ҫӗленӗ костюмра

Пăслăкра пурăнакан Галина Даниловашӑн чи кирли — хӑйӗн ӗҫӗн результатне курасси, унӑн алли тунӑ илемпе ҫынсене савӑнтарасси.

Наци костюмӗ — ахаль тумтир кӑна мар, халӑх культурипе историйӗ, унӑн йӑли-йӗркипе пурнӑҫ йӗрки. Паян наци костюмӗсем ҫӗлекен ăстасене пӳрнесемпе шутлама пулать. Пăслăк ялӗнчи Галина Степановна Данилова пултарулӑх коллективӗсем валли сакӑрвуннӑмӗш ҫулсенчех костюмсем ҫӗлеме пуҫланӑ.

— Ҫӗлесси маншăн ачаранпах киленÿ. Ҫӗвӗ ӗҫне юратассине тата ӗненессине мана технологи учителӗ Галина Ивановна Леонтьева явӑҫтарчӗ. Чи пысӑк сцена костюмӗсене 1984-мӗш ҫулсенче ҫӗлерĕм. Ун чухне эпӗ хамӑн тӑван шкулта пионервожатӑйра ӗҫлеттӗм. Эпир "Аленький цветочек" ансамбль йĕркеленĕччĕ. Ӑна валли шӑпах эпӗ ко-стюмсем ҫӗлесе патӑм. Хӑй вӑхӑтӗнче ку коллектив питӗ хисеплĕ пулнă. Эпир пур концертсене те хутшăнаттăмăр, хамӑр республикӑна Мускавра этнографи фестивалӗнче тăратма та тивӗҫрӗмӗр, — тет Галина Степановна.

Ăста Пăслăк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, тӑван ялта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, унтан Набережные Челны хулинчи педагогика институтӗнче пуҫламӑш классен учителĕн специальнăçне алла илнӗ. 1990 ҫулта хӑйӗн шӑпине ялти Игорь Серафимовичпа ҫыхӑнтарма шутланӑ.

— Пĕрлешнĕ хыççăн, эпир Набережные Челны хулинче пурăнма тытӑнтӑмӑр. Пирӗн Александрапа Дарья иккӗшӗ те ҫак хулара ҫуралнӑ. Анчах пирӗн яланах пӗчӗк тӑван ҫӗршыва каяс килетчӗ. Ҫавӑнпа та, май килнипе усӑ курса, эпир Пелепее пурăнма куҫрӑмӑр. Кунта эпӗ тинтерех çеç уçăлнă чӑваш гимназине ĕçлеме вырнаҫрӑм, шкулӑн пултарулӑх коллективӗсем валли наци костюмӗсем ҫӗлерӗм, — каласа парать Галина Степановна.

Гимназире Галина Степановна 1997 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен ӗҫленӗ, унтан 2014 ҫулччен "Урал сасси" хаҫат редакцийӗнче корреспондент пулса тăрăшнă.

— Ҫемьери лару-тӑрӑва пула пирӗн çурҫӗрелле Нефтеюганск хулине куҫмалла пулчӗ, унта эпӗ пуҫламӑш классенче вӗрентекен учительте пилӗк ҫул ӗҫлерĕм. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан, тӑватӑ ҫул Пăслăкри шкулта ĕçлерĕм. Акӑ ӗнтӗ ҫур ҫул канатӑп, — каласа парать Галина Степановна.

Ӑстаҫӑ палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп ӗҫсӗр пуҫне вӑл творчествӑна яланах парӑннӑ. Вӑл кирек ӑҫта пулсан та, кирек ӑҫта ӗҫлесен те, унӑн тӗп ӗҫӗ ҫӗлесси пулнă.

— Хаҫатра ӗҫленӗ чухне эпир ӗҫтешсемпе нумай районсем тăрăх ҫӳреттӗмӗр. Чӑваш халӑхӗ пурӑнакан районсенче те пулса куртӑмӑр. Вара мана тӗрлӗ районсенчен наци костюмӗсем ҫӗлеме ыйтрĕç. Ҫапла вара эпӗ ку сферӑра пӗтӗм республикипех паллă пулса тӑтӑм. Эпӗ Чекмагуш, Ермекей, Пелепей районĕсене, Мелевĕспуç, Ăхпуç, Ситек, Кистенлĕпуç, Йăлпăлак, Пăслăк, Пишпÿлек тата пирӗн районти ытти ялсенчи хăйпултарулăх артисчĕсем валли костюмсем ҫӗлесе патӑм, — каласа парать Галина Степановна.

Наци костюмӗсен хакне пӗлекен ҫынсем ҫав тери илемлӗ тумсемпе, вӗсен ӑсталӑхĕпе киленеҫҫӗ. Пултарулăх вӑхӑта та, вӑйа та сахал мар илет, анчах Галина Степановнашӑн чи кирли — хӑйӗн ӗҫӗн результатне курасси, унӑн алли тунӑ илем ҫынсене савӑнтартӑр, ҫакӑ ӑна хавхалантарса ҫӗнӗ идейӑсем патӑр.

Хӑш-пӗр чухне ҫынсене кӗске вӑхӑтра ҫӗлесе пама тивекен самантсем те пулаҫҫӗ, ҫӗвӗҫӗн ун пек тӗслӗхсем нумай пулнӑ.

— Хӑш чухне ҫӗрӗпех костюмсем туса лараттӑм, мӗншӗн тесен ӗлкӗрмеллеччӗ, мӗншӗн тесен вӗсем патне нумайӑшӗ аякран килетчӗҫ, — тет ӑстаҫӑ.

Хӑйне евӗрлӗ кĕпесене вӑл хӑйӗн автор эскизĕпе ҫӗлет, кашни тума Галина Степановна хӑйӗн чунӗн пӗр пайне парать, пулас тумтире тирпейлӗн туса хурать, унӑн деталӗсене пӗр йӗрке хыҫҫӑн йӗрке ҫӗлет. Пӗр костюм тума темиҫе кун тӑрӑшса ӗҫлемелле, пӗр коллектив валли костюмсем ҫӗлемелле пулсан, паллах, вӑхӑт ытларах кирлӗ.

— Хӑш чухне хам валли те, хӗрсем валли те ҫӗлетӗп. Аслӑ хӗр сцена ҫинче ҫамрӑкранпах тухать, ҫавӑнпа ун валли те костюмсем тӑватӑп. Пӗррехинче Уфа юрӑҫи валли пушкӑрт костюмӗ çĕлерĕм, нумаях пулмасть Подмосковьери кукамӑшӗпе мӑнукӗ валли наци костюмӗсем ҫӗлесе патӑм, — каласа парать Галина Степановна.

Вӑл районти пултарулӑх ҫыннисем валли костюмсем ҫӗлет, ҫавӑн пекех хӑй те Пăслăк ялӗнчи пултарулӑх коллективӗнче тӑрать. Палӑртса хӑвармалла, алӗҫ ӑсти тата чаплӑ хуҫа та. Унӑн килӗнче уйрӑм атмосфера, кашни япала илемлӗхпе куçа илĕртет, анчах уйрӑммӑнах— хӑйӗн ӗҫĕн ӑсти çĕленĕ кӗпесем.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

 

Унӑн чунӗн пӗр пайӗ — кашни ҫӗленӗ костюмра
Унӑн чунӗн пӗр пайӗ — кашни ҫӗленӗ костюмра
Унӑн чунӗн пӗр пайӗ — кашни ҫӗленӗ костюмра
Унӑн чунӗн пӗр пайӗ — кашни ҫӗленӗ костюмра
Унӑн чунӗн пӗр пайӗ — кашни ҫӗленӗ костюмра
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: