Пишпÿлекри "Улыбка" ача садĕнче Кулăш кунне паллӑ тăвасси ырӑ йӑла пулнă ĕнтĕ. Чи кирли, педагогсем каланă тăрăх, ҫитӗнсе ҫитсен, ҫак телейлӗ минутсене аса илччӗр тесе, ачасене лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелесси. Ҫак уяв ача сачĕн воспитанникĕсен юратнӑ уявӗсенчен пӗри. Мӗн чухлӗ шӳт, хаваслӑ конкурссем пулса иртеҫҫӗ ҫак кун! Музыка залӗнче ачасене ертÿçĕ, çавӑн пекех Клоунесса Веснушка, Карлсон, Шапокляк, Яга карчăк тата Несмеянов кӗтсе илнĕ, вӗсем ачасемпе пӗрле ташланă, вылянă. Праҫник тӑршшӗпе ачасен хаваслӑ та çĕкленчĕк кӑмӑл-туйӑмӗ сирӗлмен. Ачасем "Обувашки", "Тюленьсем çинче чупни", "Шара куҫар" вӑййăсене хавасланса хутшӑннă. Уяв вӗҫӗнче ачасене тутлӑ апат кӗтнĕ. Кулӑш кунӗ шавлӑ та савӑнӑҫлӑ иртнӗ, пурте уявран ырӑ кӑмӑлпа тухса кайнă. Ача сачĕ кашни кун кулӑпа та хаваслӑхпа туласса шанатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.