Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
6 Апрелӗн , 18:28

Культура ырлӑхӗсемпе усӑ курма май пурри – ҫынна харпӑр хӑй тӗллӗн пурнӑҫламалли тӗп услови

2022 ҫулхи октябрӗн 21-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи Ситекпуç ялӗнче тӗп юсав хыҫҫӑн Культура çуртне уҫнӑ.

Культура ырлӑхӗсемпе усӑ курма май пурри – ҫынна харпӑр хӑй тӗллӗн пурнӑҫламалли тӗп услови
Культура ырлӑхӗсемпе усӑ курма май пурри – ҫынна харпӑр хӑй тӗллӗн пурнӑҫламалли тӗп услови

2023 ҫулта Пушкӑрт Республикин Правительствин ӗҫ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен отчет тунӑ чухне Андрей Назаров премьер-министр ҫынна хӑй тӗллӗн пурнӑҫламалли тӗп услови культура ырлӑхӗсемпе усӑ курма май пуррине палӑртнӑ.
— Культура инфратытӑмне аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Пӗтӗмӗшле илсен, пилӗк ҫул хушшинче çичĕ ҫӗнӗ клуб тата ача-пӑча искусство шкулӗ туса лартнӑ. 86 культура объектне юсанӑ. Профильлӗ 344 учреждение хальхи оборудованипе пуянлатнӑ. Вунă автоклуб туяннӑ. 16 модель библиотеки, 11 виртуаллӑ концерт залӗ тата креативлӑ индустрисен икӗ шкулӗ уҫӑлнӑ, - тенӗ Андрей Геннадьевич.
Сăмахран, 2022 ҫулхи октябрӗн 21-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи Ситекпуç ялӗнче тӗп юсав хыҫҫӑн Культура çуртне уҫнӑ. Юсав ӗҫӗсене федерацин "Культура" наци проекчӗн "Культура хутлӑхӗ" федераци программи шайӗнче пурнӑҫланӑ.
2021 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн ҫуллен иртекен тÿрĕ лини иртнӗ чухне ялти Культура çурчӗн юсав ӗҫӗсене вӗҫлеме Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн коллективӗн ертӳҫи Инна Никифорова ыйтнӑ.
– Сирӗн Культура çуртне эпир чи ҫывӑх вӑхӑтра юсатпӑр. "Эпӗ финанс министрне кирлӗ чухлĕ укҫа-тенкӗ уйӑрма хушатӑп", - тенӗ Радий Хабиров.
"Культура" наци проектне пурнӑҫлама 2021 ҫулта бюджетран 3 658 200 тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫапа пӳрт тӑррине, ӑшӑтмалли системине юсанӑ, ҫавӑн пекех хăшпĕр чӳречесене те улӑштарнӑ.
2022 ҫулта уйӑрнӑ бюджет укҫи-тенки 7 268 250 тенкӗпе танлашнă.
Уйӑрнӑ укҫа-тенке пула ҫурт фасадне облицовкӑна кӗртнӗ, крыльцана юсанӑ, ҫурт тулашӗнче никӗс хывас ӗҫе, металлонструкцисене сӑрлас ӗҫе туса ирттернӗ. Шалти анлӑша пайлас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тунӑ, электромонтаж ӗҫӗсем ирттернӗ, санузел тунӑ. Стенасене тикӗсленӗ, маччасемпе урайсене, чӳречесемпе алӑксене ҫӗнетнӗ, инвалид-колясниксем валли электричество подъемникӗ тунӑ.
Халӗ ял ҫыннисен хӑтлӑ культурӑллӑ кану тата общество валли, хăй пултарулӑхне аталантарма, ҫамрӑк талантсене тупса палӑртма ҫӗнӗ майсем пур.

https://svetput.ru/news/kultura/2024-04-06/dostupnost-kulturnyh-blag-vazhnoe-uslovie-samorealizatsii-cheloveka-3717814

 

Культура ырлӑхӗсемпе усӑ курма май пурри – ҫынна харпӑр хӑй тӗллӗн пурнӑҫламалли тӗп услови
Культура ырлӑхӗсемпе усӑ курма май пурри – ҫынна харпӑр хӑй тӗллӗн пурнӑҫламалли тӗп услови
Культура ырлӑхӗсемпе усӑ курма май пурри – ҫынна харпӑр хӑй тӗллӗн пурнӑҫламалли тӗп услови
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: