Ситекпуçĕнчи ял библиотекинче "Юратнӑ кӗнекесен страницисем тӑрӑх" литература квизӗ иртнĕ. Кӗске вӑхӑт хушшинче хутшӑнакансем онлайн викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравланă, литература произведенийӗсене пӗлнине, эрудицине, тавҫӑрулӑхне кӑтартса панӑ.
Литература квизӗ вылякансене маннӑ фактсене аса илме, ҫавӑн пекех писательсен пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗнчен ҫӗннине, интереслӗ япаласем нумай пӗлме, паллах, команда вӑййин хӗрӳлӗхӗпе киленме май панă.
Кун пек вӑйӑ выляма савӑнӑҫлӑ — ку ӑмӑрту вӗт-ха, ӑмӑрту вара хӗрӳлӗх, ӗмӗтленӳ, пысӑк савӑнӑҫ тата ытти ҫутӑ эмоцисем нумай парать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.