Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
16 Апрелӗн , 12:22

Кистенлĕпуçĕнчи ăстаҫă Надежда Никодимовна Сергеева Ăх юханшывӗн ҫӑлне тӗрленӗ

Алӗҫ ӗҫӗ - вӑрах та чӑкăлтăшлӑ ӗҫ.

Кистенлĕпуçĕнчи ăстаҫă Надежда Никодимовна Сергеева Ăх юханшывӗн ҫӑлне тӗрленӗ
Кистенлĕпуçĕнчи ăстаҫă Надежда Никодимовна Сергеева Ăх юханшывӗн ҫӑлне тӗрленӗ

Алӗҫ ӗҫӗ - вӑрах та чӑкăлтăшлӑ ӗҫ. Кистенлĕпуçĕнчи ăстаҫă Надежда Никодимовна Сергеева тӗрӗпе тахҫанах аппаланать. Тӗрлӗ выставкӑсемпе конкурссенче хӑйĕн ӗҫӗсемпе савӑнтарать. Унӑн ӗҫӗсем хушшинче тӗрленӗ алшӑллисем, картинӑсем, минтерсем пур, алмаз мозаикипе интересленет. "Пушкӑртстанӑн тӗрленӗ картти" проект шайӗнче вӑл Михайловка ял совечӗн ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Ăх юханшывӗн ҫӑлне тӗрленӗ. Хӑйӗн ҫӗршывӗн пуянлӑхне кӑтартнă. Ял тӑрӑхӗнче ытларах чӑваш халӑхӗ пурӑнать, картта ҫинче те чӑваш орнаментне, чӑваш халӑхӗн наци мӑнаҫлӑхне ӳкернӗ. Вӑл пуянлӑхпа, илемлӗхпе тата тӗрӗ кӑткӑслӑхӗпе уйрӑлса тӑрать. Хӗрлӗ, сарӑ, сенкер тата симӗс - чӑваш тӗррин чи анлӑ сарăлнă тӗсӗсем.

Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлĕпуçĕнчи культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club114831475

 

 

Кистенлĕпуçĕнчи ăстаҫă Надежда Никодимовна Сергеева Ăх юханшывӗн ҫӑлне тӗрленӗ
Кистенлĕпуçĕнчи ăстаҫă Надежда Никодимовна Сергеева Ăх юханшывӗн ҫӑлне тӗрленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: