Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов Хушăлкари Культура çуртне юсассипе техсовет ирттернӗ. Подрядчикпа уйрӑм принциплӑ самантсене килӗштермелле пулнă. Тухӑҫлӑ ӗҫленĕ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Культура çурчĕ тӑрринчен ял таврашӗнчи илемлӗ сӑнсене пӑхса савӑннă.
Ансан, вырӑнти ҫынсемпе тĕл пулнă, вӗсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă.
Хушăлка ялӗнче юлашки ҫул хушшинче ҫӗнӗ ФАП тунӑ, халӗ Культура çурчĕн тӗп юсавӗ пырать, Ҫӗнтерӳ паркне ҫӗнетме ППМИре ҫӗнтернӗ. Татса памалли задачӑсемпе проблемӑсем нумай-ха. Вӗсене пурнăçа кĕртме пĕрлехи вăйпа ӗҫлемелле.
Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/arturzaripov74
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Хушăлкари Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.