Хальхи ачасемпе ҫамрӑксемшӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ - инҫетри истори. Ӑрусен асӗнче вӑрҫӑ ҫинчен калакан литература историллӗ ӑнланупа патриотизм туйӑмне йӗркелекен ҫӑлкуҫсенчен пӗри пулса тӑрать. Акци тĕллевӗ малтанхи пекех юлнă — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чи ҫутӑ самантсем ҫинчен ҫырнӑ произведенисене ултă ҫултан пуҫласа 14 ҫулсенчи ачасене сасӑпа вуласа парасси. Ситекпуçĕнчи библиотекӑра ачасемпе акци иртнӗ. Вулама тата сӳтсе явма Мустай Каримӑн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ача-пӑча пурнӑҫӗ ҫинчен каласа паракан "Радость нашего дома" повеҫне сасӑпах вулама суйланӑ. Автор повеçре пушкӑрт ялӗнчи пысӑк та туслӑ ҫемьене кӑтартса панă.
Ку вӑл ҫынсем ҫинчен, кирек хӑш вӑхӑтра та ҫын пулса юлмалли, пӗр-пӗрне пулӑшмалли, ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшмалли, вӑйсӑррисене хӳтӗлемелли ырӑ та чун-чӗреллӗ повесть.
Произведени питӗ ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ вĕçленет.
#ЧитаемДетямоВОВ2024
#Седякбашскаябиблиотека
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club202344480