Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе! Пирӗншӗн кашниншӗн пӗлтерӗшлӗ уяв. Ӑна Пишпÿлекре пӗтӗм чунтан паллӑ тӑваҫҫӗ.
Культура керменӗ ҫак кун площаде килнисене пурне те хӑйӗн алӑкӗсене уҫса кĕтсе илнĕ. Фойере хӑнасене духовой оркестр кӗтсе илнӗ. Ҫар маршӗсем уяври пек чаплӑ атмосфера тунă.
Фойери курав вӑрҫӑ вӑхӑчӗн сывлӑшне пӗлтерет. Сӑнӳкерчӗксем урлӑ, музей экспоначӗсем, ҫапӑҫусем иртнĕ вырӑнсенче чавса кӑларнӑ трофейсем урлӑ. Ӑрусен ҫыхӑнӑвне "Халӑх фрончӗн", Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн тата "9 рота" шырав отрячӗн экспозицийӗсем урлă сăнланӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранĕсен сӑнӳкерчӗкӗсем СВОна хутшăнакан ҫар ҫыннисен тата тылра пулӑшакан волонтерсен сӑнӳкерчӗкӗсем пӗр-пӗринпе килĕшÿллĕ шайлашса тăнă.
Ашшӗ-амăшĕсемпе ачисем Халӑх пултарулӑхӗн галерейине хавасланса кӗре-кӗре тухнӑ. Пишпÿлек районӗнчи ӑстасен ӗҫӗсем пысӑккисене те, илемлӗхе хаклакансене те улшӑнми кӑсӑклантарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн Халӑх пултарулӑхӗн галерейин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public209835833