Майӑн 13-мӗшӗнче хӑйӗн уявне ҫурхи ҫутӑ символсенчен пӗри - кукшапуҫ чечек паллӑ тӑвать.
Ҫак чечексем пире май уйӑхӗнче пӗчӗк хӗвел евӗрлӗ курӑннипе савӑнтараҫҫӗ.
"Дюймовочка" ача сачĕн "Непоседы" тата "Солнышко" ушкӑн воспитанникӗсем кукшапуҫ чечекӗн кунне халалланӑ мероприятисене хавасланса хутшӑннă. Ҫак кун ачасем чечек ҫинчен нумай интереслӗ япаласем пӗлнĕ. "Кукшапуҫ" ҫинчен калакан калава вуласа тухнă, кукшапуҫ мӗнле ӳснине, вӑл мĕнле пайсенчен тӑнине пӗлнĕ. Занятире аппликаци тунă. Кукшапуҫ чечекӗсенчен ачасем тӗрлӗ кӗлеткесем пуҫтарнă.
Тӗрлӗ ҫулхи "Пчелки" (Йăлпăлакри филиал) ушкӑнри ачасем те хӑйсен кунне ҫак ҫурхи чечеке халалланӑ. Педагог "Эпир кукшапуҫ ҫинчен мӗн пӗлетпĕр" калаҫу ирттернӗ, ачасем юмах тупсӑмĕсене тупнă, сӑвӑсем вуланă, иллюстрацисене тишкернĕ, дидактика вӑййисем вылянă, "Хӗвел - кукшапуҫ" аппликацисем тунă. Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне педагог кукшапуҫ чечекне сӑнатарнă: мĕнрен тăнинине пӑхса тухнӑ та кукшапуҫ чечекӗ çинчен пӗлĕвне ҫирӗплетнӗ, унтан кукшапуҫ чечекӗсен ҫыххине пуҫтарнӑ. Кукшапуҫ чечекӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗ интереслӗ те тӗплӗ иртнӗ, ачасем ҫак ӳсентӑран ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610