Çутă çул
+23 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
31 Майӑн , 10:19

Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева наградӑлани ҫинчен калакан указ ҫине алӑ пуснă

Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева професси ӑсталӑхӗшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн наградӑласси ҫинчен калакан указсене алӑ пуснӑ.

Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева наградӑлани ҫинчен калакан указ ҫине алӑ пуснă
Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева наградӑлани ҫинчен калакан указ ҫине алӑ пуснă

Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева професси ӑсталӑхӗшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн наградӑласси ҫинчен калакан указсене алӑ пуснӑ. Паянтан пуҫласа вӗсем иккӗшӗ те Пушкӑрт Республикин халӑх артисчӗсен хисеплӗ ячӗсене тивĕç пулĕç.

"Вӗсенчен кашнине Пушкӑртстанра пурӑнакансем хӗрӳллӗ юратаҫҫӗ. Вӗсен представленийӗсенче — яланах тулли аншлаг. Вӗсем "Пушкӑртстанăн Халӑх артисчӗ" ята мӑнаҫлӑ йышăнасса шанатӑп эпӗ. Саламлатӑп!"— ҫырнӑ республика Пуҫлӑхӗ официаллӑ аккаунтсенчи хӑйӗн страницисенче.
Чаплӑ пианист, Раҫҫей халӑх артисчӗ Денис Мацуев тата чаплӑ актер, Раҫҫей халӑх артисчӗ Сергей Безруков Уфара Федор Шаляпин ячӗпе хисепленекен музыка Музейне ҫитсе курнӑ.

"Вӗсем пирӗн пата музыка фестивалӗпе тата Уфа 450 ҫул тултарнӑ ятпа мероприятисен шайӗнче ҫӗнӗ постановкӑпа килнĕ. Музей хӑнасене килӗшнӗшӗн эпӗ савӑнатӑп. Вӑл пысӑках мар, анчах питӗ хӑтлӑ, — палӑртнă Радий Хабиров. — Денис Леонидовичпа Сергей Витальевича Уфара вӗсен концерчӗсемпе спектаклӗсемшӗн, пӗтӗмӗшпе илсен, Пушкӑртстана тимленӗшӗн тав тӑватӑп. Пирӗн ҫынсен столицӑри концертсемпе спектакльсен атмосферине путма, пирӗн ҫӗршывӑн аслӑ культурине тӳрех хамӑр республикӑра сӗртӗнме май пурри питӗ пӗлтерӗшлӗ".

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.
https://www.bashinform.ru/news/culture/2024-05-30/radiy-habirov-podpisal-ukaz-o-nagrazhdenii-sergeya-bezrukova-i-denisa-matsueva-3792065

 

 

 

Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева наградӑлани ҫинчен калакан указ ҫине алӑ пуснă
Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева наградӑлани ҫинчен калакан указ ҫине алӑ пуснă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: