Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
5 Июнӗн , 10:28

Елена Владимировна Хорькована (Шурту) "Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята панӑ

Елена Владимировна Хорькова (Шурту), театр искусствин ӑсти, Чăваш патшалăх пукане театрĕн артистки, Пишпÿлек районӗнче ҫуралса ӳснӗскер.

Елена Владимировна Хорькована (Шурту) "Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята панӑ
Елена Владимировна Хорькована (Шурту) "Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята панӑ

Елена Владимировна Хорькова (Шурту), театр искусствин ӑсти, Чăваш патшалăх пукане театрĕн артистки, Пишпÿлек районӗнче ҫуралса ӳснӗскер. Пушкӑрт чӑвашӗсен халӑх юррисене упрас енӗпе çине тăрса ӗҫлет, Пушкӑртстан территорийӗнче пурӑнакан чӑвашсен авалхи юррисене нумай ҫул пухса ҫырса пырать, чӑваш культуринче халӑх фольклорне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать.

Елена Владимировна "Халӑхсен наци пуянлӑхӗ — Раҫҫей пуянлӑхӗ" проекта, "Кӗҫӗн Тӑван çӗршыв культури" федераци проектне хутшӑннӑ. Актрисӑн репертуар листинче 107 вылянӑ роль шутланать, 85 спектакльпе театрализациленӗ представленисене хутшӑннă.

Чӑваш йӑли-йӗркине йӗркеленӗ тата туса ирттернӗ чухне вӑл Пушкӑртстанри, çав шутра Пишпÿлек районӗнчи пултарулӑх коллективӗсене методика пулӑшӑвӗ парать. Театр искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн тата нумай ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗсемшӗн "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ", "Чӑваш Республикин Халӑх артисчӗ", "Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ" ята панӑ.

Чӑваш халӑхӗн культура аталанӑвне, культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Пишпÿлек районӗнчи культура тата общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн Елена Владимировна Хорькована "Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята панӑ.

 

Елена Владимировна Хорькована (Шурту) "Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята панӑ
Елена Владимировна Хорькована (Шурту) "Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: