Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
6 Июнӗн , 14:18

Çирĕклĕ клубӗнче сывлăш шарĕн уявне ирттернĕ

Сывлӑш шарӗсем – уява, ачалӑха, ҫу кунӗсене пӗлтерекен паллӑ, вӗсемсӗр пӗр ача уявӗ те пулмасть.

Çирĕклĕ клубӗнче сывлăш шарĕн уявне ирттернĕ
Çирĕклĕ клубӗнче сывлăш шарĕн уявне ирттернĕ

Сывлӑш шарӗсем – уява, ачалӑха, ҫу кунӗсене пӗлтерекен паллӑ, вӗсемсӗр пӗр ача уявӗ те пулмасть! Акӑ Çирĕклĕ клубӗнче те "Сывлӑш шарикӗн уявĕ" программа иртнӗ. Ачасем хӑйсен юратнӑ сывлӑш шарикӗсем ҫинчен нумай интереслӗ япаласем пӗлнĕ: "Мӗншӗн шарик вӗҫет", "Мӗншӗн ҫӑмӑл вӑл", "Сывлӑш шарикӗ ҫинче ларма юрать-и".
Ачасем "Хаваслă волейбол", "Музыка шарӗ", "Матрешка" , "Пусмӑрҫӑсем" тата ытти шӳтлӗ конкурссене, вӑйӑ-ӑмӑртусене хавасланса хутшӑннă.
Праҫник ӑнӑҫлӑ пулнă, ҫакна ҫирӗплетсе параканни ачасен телейлӗ кулли, вӗсен пичӗсем ҫинче кулӑ çутатни!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: