Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
6 Июнӗн , 10:47

Путин "Царское село" музей-заповедникри Пушкина халалланӑ выставкӑна пырса кайнӑ

#владимирпутин

Путин "Царское село" музей-заповедникри Пушкина халалланӑ выставкӑна пырса кайнӑ
Путин "Царское село" музей-заповедникри Пушкина халалланӑ выставкӑна пырса кайнӑ

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин Патшалӑх музейне - "Царское село" заповедникне ҫитсе курнӑ, унта патшалăх пуҫлӑхне Александр Пушкин ячӗллӗ Музей-лицейӗн иккӗмӗш хутӗнче туса лартнӑ залӗсемпе, ҫавӑн пекех вырӑс классикӗ ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалланӑ "Поэт и царь" куравпа паллаштарнӑ.
РФ Президенчӗ "Царское село" музее ҫӗрле килнӗ, унччен патшалӑх Пуҫлӑхӗ тӗнчери информаци агентствисен ертӳҫисемпе виҫӗ сехете яхӑн калаҫнӑ. "Царское селора" Президента патшалӑх пуҫлӑхӗн помощникӗ Владимир Мединский, Санкт-Петербург губернаторӗ Александр Беглов, РФ культура министрӗ Ольга Любимова, Пӗтӗм Раҫҫейри А.С. Пушкин музейӗн директорӗ Сергей Некрасов кӗтсе илнӗ.
"Паян площадьре 366 тӑваткал метр - ку иккӗмӗш хут - эпир халиччен никам курман япалана пӗтӗмпех ҫӗнӗрен туса хутӑмӑр. Вӗсем Пушкина, унӑн тусӗсене лайӑх пӗлекен интерьерсем, мӗншӗн тесен вӗсен пурнӑҫӗ кунта иртнӗ", - каласа панӑ журналистсене Пӗтӗм Раҫҫейри музей директорӗ Сергей Некрасов.
Залсенче эпохӑри тӗрлӗ интерьер объекчӗсене тӑратнӑ. Ҫавӑн пекех килекенсем лицей историйӗпе мультимедиа технологийӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех унта "Поэт и царь" курав йӗркеленӗ. Экспозицие Александр Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалланӑ тата Кĕтерне паркӗнчи Камерон галерейӑра вырнаҫтарнӑ.
Кремль Telegram-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Путин Пушкинӑн Мемориал музей-лицейӗн курав залӗсене - шинель пӳлӗмне, буфет залне, столовӑя, больницӑна, художество мастерскойне, вӗренӳ класӗсене пӑхса тухнă.
Путин Петербургра июнӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен иртекен ПМЭФ мероприятийӗсене хутшӑнма килнĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74224

https://ria.ru/20240606/putin-1950846597.html

 

 

 

Путин "Царское село" музей-заповедникри Пушкина халалланӑ выставкӑна пырса кайнӑ
Путин "Царское село" музей-заповедникри Пушкина халалланӑ выставкӑна пырса кайнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: