Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
25 Июнӗн , 11:59

Ачасем Пишпÿлекри Культура керменĕн ĕçченĕсемпе тӗл пулнă

Ҫавӑн пек мероприятисене хутшӑнни ачасене Раҫҫейри халӑхсен йӑли-йӗркипе йӑлине сӗртӗнме, халӑх уявӗсемпе уҫӑлса ҫӳренин пӗтӗм илемне хӑйсене туйма май парать.

Ачасем Пишпÿлекри Культура керменĕн ĕçченĕсемпе тӗл пулнă
Ачасем Пишпÿлекри Культура керменĕн ĕçченĕсемпе тӗл пулнă

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти çуллахи кăнтăрла пулмалли лагерь воспитанникӗсем Пишпÿлекри Культура керменĕн ĕçченĕсемпе тӗл пулнă. Районти культура, ҫамрӑксен политикин, спорт тата общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли пай начальникӗ Елена Павловна Арефьева кунта ларакансене пурне те мӑкшӑ халӑхӗн уявӗсемпе, юррисемпе, вӑййисемпе паллаштарнă. Ҫак мероприятире ачасене авалхи йӑласемпе паллаштарас, коллективизм туйӑмне, туслӑха, калаçу савӑнӑҫне воспитани парас тӗллевпе йӗркеленӗ. Малтан пирӗн аслӑ Раҫҫей, пысӑк тата пӗчӗк Тӑван çӗршыв ҫинчен калаҫу иртнӗ, кайран мăкшă календарьпе йӑла уявӗсем ҫинчен каласа панă. Мӑкшӑлла сывлӑх сунма, "Хӑлатпа чӑх чӗпписем", "Ҫӑраҫҫи", "Ҫӑпата" тата ытти вӑйӑсем выляма вӗреннӗ.

Ҫавӑн пек мероприятисене хутшӑнни ачасене Раҫҫейри халӑхсен йӑли-йӗркипе йӑлине сӗртӗнме, халӑх уявӗсемпе уҫӑлса ҫӳренин пӗтӗм илемне хӑйсене туйма май парать.

Воспитанниксем пурте асăнмалăх парнесем, лайӑх эмоцисем тата кӑмӑл-туйӑм илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club206548118

 

 

 

Ачасем Пишпÿлекри Культура керменĕн ĕçченĕсемпе тӗл пулнă
Ачасем Пишпÿлекри Культура керменĕн ĕçченĕсемпе тӗл пулнă
Ачасем Пишпÿлекри Культура керменĕн ĕçченĕсемпе тӗл пулнă
Ачасем Пишпÿлекри Культура керменĕн ĕçченĕсемпе тӗл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: