Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Июнӗн , 10:44

Унӑн чӗрине уйрӑмах Яга Карчӑк ҫывӑх пулса тăнă

Боголюбовкăри Надежда Коломеец хӑйӗн изделийӗсенче юмахсене тата уяври наци костюмӗсене юратнине кăтартса парать.

Унӑн чӗрине уйрӑмах Яга Карчӑк ҫывӑх пулса тăнă
Унӑн чӗрине уйрӑмах Яга Карчӑк ҫывӑх пулса тăнă

 

Боголюбовкăри Надежда Коломеец хӑйӗн изделийӗсенче юмахсене тата уяври наци костюмӗсене юратнине кăтартса парать.

Боголюбовка ялӗнче пурӑнакан Надежда Коломеец картишне кӗрсен, кунта пултарулӑх ҫынни пурӑннине тӳрех ӑнланатӑн. Пӳрт умӗнче чечексем ӳсеҫҫӗ, кил хушшинче ҫутҫанталӑк материалĕсенчен тунă садри фигурӑсем, бетонран тунӑ кӗлеткесем лараҫҫӗ, пӳртре юмахри пуканесем кĕтсе илеççĕ, вӗсем ҫине куҫ илмесӗр пӑхма пулать.

Надежда ҫамрӑкранпах ал ӗҫӗпе интересленет. Ăстаçă каланӑ тӑрӑх, творчествӑна вӑл хӑйӗн ӗҫ урокĕсен учительницине Вера Николаевнана пула юратса пӑрахнӑ. Вӑл ӑна ҫӗлеме, ҫыхма, тӗрлеме вӗрентнӗ.

Алӗҫ ӑсти Боголюбовкӑра ҫуралса ӳснӗ. Демский ялӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, унтан Пишпÿлек училищинче ҫӗвӗҫ профессине вӗренсе тухнă, каярахпа Октябрьский хулинче закройщика вӗреннӗ. Тӑван ялти шкулта чылай вӑхӑт повар, унтан хуралçă пулса ӗҫленӗ. Шкула хупнӑ пулин те, каҫсерен вӑл паянхи кунччен хуралçă пулса ӗҫлет. Надежда шкул территорине пăхса тăрать. Ҫавӑн пекех колхозра повар пулса ӗҫлет. Мӑшӑрӗпе Алексейпе икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Аслӑ ывӑлӗ Дима Уфара нефть университетӗнче вӗренет, фотографипе интересленет. Хӗрӗ Ксения кӑҫал 11-мĕш класс пӗтерет, унӑн программиста кӗме плансем пур. Надежда упӑшки вахтӑпа Октябрьский хулинче ӗҫлет.

Хӑйӗн ӗҫӗпе килти ӗҫсемпе тулли ҫирӗп графикӗнче Надежда тӑмран тата капронран тунӑ пуканесем, ҫӗвӗ, хутран авса тунӑ хулӑсем, бетонран тунӑ фигурӑсем, сад ӗрчетесси, ҫавӑн пекех вырӑнти Культура çуртӗнче художествӑлла пултарулӑхра хутшăнма вăхăт тупать.

Алӗҫ ӑсти хӑйӗн ӗҫӗсем валли интернетра тата журналсенче идейӑсем тупать, хăшпĕр пайĕсене хӑй шухӑшласа кӑларать. Пуканесене туса пӑхас шухӑш унӑн тахҫанах ҫуралнă. Надежда килӗнче чӑн-чӑн пукане мастерскойӗ пур, унта фурнитурӑпа материала упрама мӗн кирлине пурне те вырнаҫтарнӑ. Унӑн коллекцийӗнче юмахри геройсем, ҫавӑн пекех халӑх костюмӗсем тӑхӑннӑ пуканесем нумай. Ӑстаҫӑ хӑйӗн изделийӗсенче юмахсене тата уяври наци костюмӗсене юратнине сӑнарлать. Кашни тетте чĕрĕ пек курӑнать, унӑн хӑйӗн ячӗ пур. Кашни пуканен хӑйӗн тумӗ, хӑйӗн сӑнарӗ, вӑл малтан пуҫра, унтан ӑстаҫӑ аллинче ҫуралать. Ал-урасем, чӑн-чӑн ҫӳҫсем, тумтир, атӑ-пушмак, пуҫ тумĕ, лартмаллисем — ҫакă пурте хӑйĕн аллипе тӑвăнаҫҫӗ. Пукане ӗҫӗсен ӑстаҫи унăн чӗрине уйрӑмах Яга-Карчăк çывăх пулнине палӑртать. Ӑна юмахри чи ҫутӑ персонажсенчен пӗри тесе шутлать. Юмахри героиньăпа хӑш-пӗр чухне пӗчӗк ачасене хӑратаҫҫӗ, чӑннипе вара, вăл хӗрарӑмсемшӗн оберег пулма пултарать.

Тӗлӗнмелле, ал ăсти аллинче тӑм килти интерьера илем кӳрекен тӗлӗнмелле тетте пулса тӑрать. Хӗрарӑм пуканесене хӑйне валли тӑвать, вӗсене тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене парнелет, хӑш чухне çынсем ыйтнипе тăвать. Нумай пулмасть унран Пулӑҫӑ пуканине туяннӑ. Ӑстаҫӑ пукане тума питӗ йывӑррине йышӑнать, пӗр вырӑнта ларма-тӑма, фантази, тӳсӗмлӗх тата вӑхӑт ыйтать. Пӗр вӑхӑтрах художник та, дизайнер та, декоратор та пулма тивет.

Надежда — питӗ пултаруллӑ, интереслӗ, савӑк кăмăллă ҫын. Ку вӑл унӑн ӗҫӗсенчен курӑнать. Вӑл хӑйӗн мӗнпур ырӑ эмоцийӗсене пуканесем ӑшне чикнӗ пек туйӑнать. Алӗҫ ӑстин ҫӗнӗ пултарулӑх шухăшĕсем нумай-ха. Анчах ҫаксене пурне те вӑл хӗллехи каҫсенче, хӑй тӗллӗн аталанма вӑхӑт ҫитсен, тӑвӗ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

Унӑн чӗрине уйрӑмах Яга Карчӑк ҫывӑх пулса тăнă
Унӑн чӗрине уйрӑмах Яга Карчӑк ҫывӑх пулса тăнă
Унӑн чӗрине уйрӑмах Яга Карчӑк ҫывӑх пулса тăнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: