Ситекри Культура çуртӗнче ачасемпе ҫамрӑксемшӗн "Атьӑр пӗрле ташлар" ташӑ каҫӗ иртнӗ. Ҫутӑ светомузыка, ташлаттаракан юрăсем, лайӑх кӑмӑл – каçхи кану ирттерме тата мӗн кирлӗ. Каçхи канура чуна савӑнтарма кӑна мар, хаваслӑ та кулӑшла вӑйӑсемпе конкурссем выляма та май пур.
Ачасем "Чи лайӑх ташӑҫӑ", "Çаврашка ташлани", "Виҫҫӗмӗшӗ ытлашши" конкурссене хаваслансах хутшӑннă. Ҫамрӑк ҫынсем музыкӑпа ташӑ майӗсене кӑтартнă, хавхалану зарячӗ тата чикĕсĕр лайӑх эмоцисем илнĕ. Мероприяти питӗ хавас иртнӗ!
#МалоСедякскийСДК
#ЛетоТанцы
#ДавайтеВместеТанцевать
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.