Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗпе интересленни нихӑҫан та сӳнмен. Ҫуллен-ҫул ӳссех пырать, уйрӑмах ку ҫуллахи тапхӑрта сисӗнет. Час-часах Стерлитамакран, Ишимбайран, Салаватран, Уфаран хӑнасем килеҫҫӗ. Музее республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен, ҫавӑн пекех пирӗн ҫӗршыври регионсенчен те ҫынсем хаваслансах ҫӳреҫҫӗ. Пӗлтӗр музейре виҫҫӗр ытла турист пулнӑ.
Музей Пишпÿлек районне, унӑн паллӑ çыннисене, пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗркипе культурине упрать. Музей коллекцийӗ пуян, яланах ҫӗнӗ экспонатсемпе пуянланать.
Юлашки вӑхӑтра Пишпÿлек музейӗнче "сăвăрсемпе ҫӑлкуҫ тăрăхне "Форель ҫулҫӳревӗ", "Пишпÿлек районне ҫӗр ҫырли илме" туристсен ушкăнӗсем пулнӑ. Пӗлтӗртенпе вара музее "кӗмӗл ҫулсенчи" хӑнасем ҫӳреме пуҫларӗҫ, вӗсем Радий Хабиров пулӑшнипе йӗркеленӗ "Башкирское долголетие" программӑпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫак программа майĕсемпе усӑ курса туристсем пирӗн район историпе, ҫутҫанталӑкĕпе тата культурипе паллашаҫҫӗ, ҫавӑн пекех сăвăрсемпе ҫӑлкуҫсен тăрăхӗн пурнӑҫӗ ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлӗҫ.
Музейри экскурсисенче хӑнасене вырӑнти халăхăн йӑли-йӗрки ҫинчен каласа параҫҫӗ. Туристсен урӑх ниҫта та курайман экспонатсене курма май пур, мӗншӗн тесен вырӑнти музейсен кашнинех хӑйсем мăнаçланакан çитĕнĕвĕсем пур.
— Эпир хамӑр район историйӗ ҫинчен каласа панӑ май тишкĕрÿ экскурсийĕ ирттеретпӗр. Хӑнасемпе район ҫинчен пысӑках мар видеоролик пӑхатпӑр, патефон итлетпӗр, чӑваш халӑх инструменчӗ - шăпăр мӗнле янӑранине кӑтартатпӑр, ну, паллах ĕнтӗ, Андриян Николаев лартнӑ космос хурӑнне ыталатпӑр, кӑмӑл туртӑмне тупатпӑр, - каласа парать Пишпÿлекри музей пӗрлешӗвӗн директорӗ Роза Гамзатовна Иванова.
Учреждени ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, Пишпÿлек историпе этнографи музейӗ тӑрӑх экскурси туристсене питӗ килӗшет. Хӑнасем нумай фактсем пӗлеҫҫӗ, сыхланса юлнӑ артефактсене тишкереҫҫӗ. Нумайӑшӗ сӗнӳсен кӗнекинче ӑшӑ сӑмахсем хӑвараҫҫӗ. "Эпир паян Пишпÿлек районӗнчи музее пысӑк ушкӑнпа пырса куртӑмӑр, экскурси ирттернипе питӗ савӑнтӑмӑр, ҫак илемлӗ тавралăх ҫинчен, унӑн историйӗпе паллӑ вырӑнӗсем ҫинчен нумай ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем пӗлтӗмӗр. Эпир сирӗн илемлӗ, хитре таврара пулма питӗ хавас", — тесе ҫырать районти хӑнасенчен пӗри.
Шӑпах таврапӗлӳ музейне килсе ҫӳренине пула ҫынсем вырӑнти культурӑна хӑнӑхаҫҫӗ те пӗчӗк Тӑван Ҫӗршыва хаклама тытӑнаҫҫӗ.
— Ҫуллахи тапхӑрта уйрӑмах ҫынсем нумай. "Башкирское долголетие" программа тӑрӑх кӗркунне килме пуҫлаҫҫӗ. "Кӗмӗл ҫулти" туристсем Пишпÿлек районĕн ҫичӗ тӗлӗнтермӗшне, форель фермине çитсе кураççĕ, унтан пирӗн пата музее килеҫҫӗ, - каласа парать Роза Гамзатовна.
Пишпÿлек музейне туроператорсемпе экскурси маршручӗсене йӗркелекенсем ҫӳреҫҫӗ. Ҫуллахи туризм сезонӗ малалла тӑсӑлать, музей те пирӗн илемлӗ районта ҫӗнӗ туризм маршручӗсем уҫасса шанать. Туризма аталантарни — пирӗн республикӑн пуласлӑхне инвестицисем хывни тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелени.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Роза Иванован архивӗнчен.