Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
6 Августӑн , 13:21

Кĕнеке вулакансен уявĕ

Пишпÿлекри библиотека тытăмĕн ĕçченĕсен Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке ярмăрккинче çулсерен пулаççĕ.

Уфа — ҫӗршывӑн кӗнеке столици
Уфа — ҫӗршывӑн кӗнеке столици

"Эпир ӗнтӗ иккӗмӗш хут пирӗн тӗп площадьре "Китап-байрам" чаплӑ уяв ирттеретпӗр. Пӗлтӗр вӑл социаллӑ эффект пачĕ, ҫавӑнпа та эпир фестиваль ҫулленхи пулса тӑрӗ тесе шутларӑмӑр. Ярмăрккӑри тӗллевсенчен пӗри ачасене вулама юратма хӑнӑхтарасси, мӗншӗн тесен кӗнеке пек туспа учительтен лайӑххи ҫук", — тенӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.

Иккӗмӗш ҫул умлӑн-хыҫлӑн, кӑҫал 450 ҫул ҫитнине палӑртакан Уфа виҫӗ кун тăршшĕ ҫӗршывӑн кӗнеке столици пулса тăнӑ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн указӗпе Пӗтӗм тӗнчери "Китап-байрам" кӗнеке ярмăркки ҫулсерен иртет.

— Библиотека тытӑмӗн ӗҫченӗсем кӑҫалхи Пӗтӗм тӗнчери "Китап-байрам" кӗнеке ярмӑрккинче пулнă,  — каласа парать Пишпÿлекри библиотека тытӑмӗн директорӗ Елена Ганиева. — "Китап-байрам" вӑл библиотекарьсемшĕн ҫеҫ мар, вулакансемшӗн те чӑн-чӑн кӗнеке уявӗ пулса тăчĕ. Эпир ӗҫтешсемпе иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ҫак куравра пултӑмӑр. Питӗ килӗшрӗ! Ҫав тери тӗрлӗ кӑларӑмсем, чаплӑ кӗнекесем! Тӗп библиотека валли Пушкӑрт Республикинчи писательсен союзӗн председателӗн Айгиз Баймухаметовӑн темиçе кӗнекине туянтăмăр. Эпир унӑн автографне илме пултартӑмӑр. Творчество лаптӑкӗсем — эпир курнисем пурте кӑмӑла кайрӗҫ. Паллӑ писательпе, сценаристпа, Олег Рой продюсерпа, ҫавӑн пекех "Тӗнче Мисĕ" телеведущипе Оксана Федоровӑпа тӗл пултамăр. Усӑллӑ информаци тата чӑн-чӑн уяв туйӑмӗ илтӗмӗр!

Аса илтеретпӗр, 2023 ҫулхи май уйӑхӗнче Уфара Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш халӑх "Китап-байрам" ятлӑ кӗнеке ярмăркки Раҫҫейӗн 16 регионĕпе ултӑ ют ҫӗршыв представителӗсем хутшӑннипе иртнӗ. 2024 ҫулта фестивале 174 пин ҫын килсе кайнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 11 ытла пин нумайрах. Кӑҫал 233 издательство тата кӗнеке суту-илӳ организацийӗсем хутшӑннӑ. Хутшӑнакансем Раҫҫейри 18 регионпа ҫичӗ ют ҫӗршывсене (Беларуҫ, Азербайджан, Узбекистан, Таджикистан, Казахстан, Кыргызстан, Сауд Арави) тӑратнӑ. Ҫыравçăсемпе 50 тӗлпулу ирттернӗ, 130 мастер-класс, пӗтӗмӗшле 8,8 млн тенкӗлӗх 11 пин кӗнеке туяннӑ. Ярмăрккӑна килсе куракансен пӗтӗмӗшле йышӗ 173,6 пин ҫын шутланнӑ. Асӑннӑ мероприятин ӗҫлӗ программи шайӗнче Уфара пĕрремĕш хут «Халӑхсен туслӑхӗ — литература туслӑхӗ» Раҫҫей писателӗсен Союзӗн пленумӗ Раҫҫей писателӗсен Союзӗн ертӳҫи Николай Федорович Иванов ертсе пынипе Раҫҫей регионӗсенчи 30 писатель хутшӑннипе иртнĕ. Ҫавӑн пекех Пушкӑртстан писателӗсен Союзӗ 90 ҫул тултарнине уявланӑ май наци издателӗсемпе ҫавра сӗтел йĕркеленĕ. "Китап-байрам" ҫулсерен ытларах та ытларах тимлӗхе çенсе илет.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Елена Ганиевӑн архивӗнчен.

Уфа — ҫӗршывӑн кӗнеке столици
Уфа — ҫӗршывӑн кӗнеке столици
Уфа — ҫӗршывӑн кӗнеке столици
Елена Павловна АРЕФЬЕВА, район администрацийӗнчи куль-тура, ҫамрӑксен политикин, спорт тата обществӑлла пӗрлешӗвӗсен пайӗн начальникӗ: — "Китап-байрам" йышши мероприятисем, илемлӗ те интере-слĕ тата, паллах, пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн реги-онӑн ӳнер имиджне тӗнчере сарма пулӑшаҫҫӗ. Районти культура, республикӑри пекех, кал-кал аталанать, эпир "Культура" наци про-ектне активлӑ хутшӑнатпӑр: Культура çурчӗсен, библиотекӑсен çи-елти питне, никӗсне юсатпӑр тата ҫӗнететпӗр, ҫӗршыври чи лайӑх аслӑ шкулсенче специалистсене вӗрентетпӗр, цифра уйĕсене хастар алла илетпӗр. Ҫав вӑхӑтрах эпир хамӑр халӑхӑн йӑлана кӗнӗ наци культурине, ҫӗршывӑн тата пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн исто-рине юратассине сыхлатпӑр, Раҫҫей халӑхӗ тӗнчери чи вулакан халăх пулса юлтӑр тесе тăрăшатпăр тата ҫак пурлӑха пирӗн ача-сене паратпӑр.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: