Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
7 Августӑн , 11:36

Музей проектне грант пулӑшнипе пурнӑҫланă

Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн грантне пула палӑртнӑ проекта пурнӑҫа кӗртме май килнӗ.

Музей проектне грант пулӑшнипе пурнӑҫланă
Музей проектне грант пулӑшнипе пурнӑҫланă

"Хальхи вӑхӑтра шӑпах культура тата кӑмӑл-сипет хаклăхӗсем пирӗн обществӑн тӗп никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ".

Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн çумĕнчи культурӑпа искусство аталанӑвӗн ыйтӑвӗсемпе пӗрремӗш ларӑвӗнче каланинчен, 2022 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче.

 

Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн грантне пула палӑртнӑ проекта пурнӑҫа кӗртме май килнӗ.

Республика ертӳлӗхӗ Пушкӑртстанри культурăна пулӑшассине тата аталантарассине йӗркеллӗ пурнӑҫлать. Культура тата искусство деятелӗсене, Пушкӑртстанри 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 184-мĕш номерлĕ «Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн культура тата искусство деятелӗсене грант уйӑрса памалли йӗрке ҫинчен калакан» положение ҫирӗплетесси ҫинчен Пушкӑртстан Правительствин постановленийӗпе килӗшӳллӗн кашни ҫул Пушкăртстан Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗсене конкурс никӗсӗпе параҫҫӗ. 2019 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле сумми 21,6 миллион тенкӗпе танлашнă — Пушкӑртстан Республикин бюджетӗнчен.

2020 ҫулта Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн грантне "Музей ӗҫӗ" çул-йĕрпе 150 пин тенкӗ чухлӗ Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗн кӗҫӗн наука сотрудникӗ Вероника Валерьевна Мухаметова тивӗҫнӗ.

— Конкурса хутшӑнма «Ворота на Восток» Республикăри ведомствăсем хушшинчи форум» проекта хатӗрлерӗмĕр, ăна пирӗн ентеш Карим Абдрауфович Хакимов — совет дипломачӗн, араб ҫӗршывӗсенчи Совет Раҫҫейӗн Пӗрремӗш полномочиллӗ представителӗ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ. Проект — республика форумне ирттересси, Пушкӑртстанри паллӑ ученӑйсене, Карим Хакимовăн пурнӑҫĕпе ӗҫ-хӗлне тӗпчесе вӗренекенсене, ҫамрӑксен юхӑмӗн ертӳҫисене, педагогсене явӑҫтарасси пулса тӑнă, — каласа парать Вероника Валерьевна. — Пушкӑрт Республикин Культура министерствинчен укҫа-тенкӗ илнӗ хыҫҫӑн ӑна пурнӑҫлас ӗҫ пуҫланчӗ.

Проекта пурнӑҫлас енӗпе ĕçлекен ушкӑн йӗркеленӗ. Ĕçлекен ушкӑн ларӑвӗнче маларах туса хатӗрленӗ концепципе "Кремлĕн Арави визирӗ" куҫса ҫӳрекен куравӑн тематикӑпа экспозици планне ҫирӗплетнӗ. 2020 ҫул тӑршшӗпе Карим Абдрауфович Хакимов пурнӑҫӗ ҫинчен материалсем пухнӑ: Карим Хакимов хурӑнташӗсемпе калаҫни, дипломат тӑванӗсемпе хальхи вӑхӑтри тӑванӗсене аса илни, совет полпречӗн ятне чапа кӑларас ӗҫе пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӳпе хывни, Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗн тата Карим Хакимов ячĕллĕ музейӗн документлӑ ҫӑлкуҫӗсемпе ĕҫлени. 2020 ҫулхи октябрьте "Карим Абдрауфович Хакимов — совет дипломачӗпе обществӑпа политика деятелӗ" 50 тиражпа 163 листаллă сборник пичетленсе тухнӑ.

Проекта вӗҫлекен тапхӑр 2020 ҫулхи декабрӗн 10-мӗшӗнче Республикăри ведомствăсем хушшинчи "Ворота на Восток" форумне ирттересси пулса тӑнă. Форумра "Кремлĕн Арави визирӗ" курав тӑратнӑ, вӑл дипломат Карим Хакимовӑн биографийӗн тӗп маякӗсене уҫса парать. Валеҫекен материал çумне парне вырӑнне "Карим Абдрауфович Хакимов — совет дипломачӗ тата обществӑпа политика деятелĕ" сборник те хушса хунӑ. Форумра Пушкӑрт Республикин Наци архивӗн "Карим Хакимов Хӗвелтухӑҫӗнчи тӗнче посолӗ" конкурсӗнче тата Пӗтӗм Раҫҫейри Карим Хакимов дипломатăн, ачасем, педагогсемпе ҫитӗннисем хушшинче наукӑпа тӗпчев конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене наградӑланă.

— Хамăр историе, уйрӑммӑнах Тӑван çӗршыва халалланӑ пурнӑҫ ҫулне пӗлни кирлӗ. Сауд Аравинчи Карим Хакимовӑн дипломати миссийӗ ҫак тӗслӗх пулса тӑрать. Карим Абдрауфович пурнӑҫӗнче общественнăçран час-часах пытарса тӑракан вӑрттӑн та пӗлтерӗшлӗ событисем туллиех. Архивсенчи документсемпе ӗҫлени, вӗсен систематизаци енӗпе нумай ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫлени, ҫав тапхӑрти чӗрӗ свидетельсенчен сведенисем пухни пирӗн сумлă ентеш биографийӗн ҫӗнӗ страницисене уҫса парать, — палӑртать Вероника Валерьевна. — Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн грантне пула палӑртнӑ проекта пурнӑҫа кӗртме май килчӗ.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Вероника Мухаметован архивӗнчен.

 

Музей проектне грант пулӑшнипе пурнӑҫланă
Музей проектне грант пулӑшнипе пурнӑҫланă
Пишпÿлекри музейсен пĕрлешĕвĕн ертӳҫи, Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗн директорӗ Роза Гамзатовна ИВАНОВА: — Республикӑпа ҫӗршыва грант пулӑшӑвне хутшӑнма май пурри — музей ӗҫне аталантармалли ҫӗнӗ маяк. Юлашки ҫулсенче пирӗн районти музейсенче ĕçлекенсем музей про-ектне пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ туллин илме тӑрӑшаҫҫӗ. Ку ҫӑмӑл ӗҫ мар, проекта пĕлсе йӗркелемелле, уйрӑмах — унӑн финанс пайне, ҫавӑн пекех пысӑк конкуренци тата ҫирӗп жюри. Анчах грант пулӑшӑвӗнче кирек мӗнле ҫӗнтерӳ те пирӗн пултарулăхпа пысӑк профессионализм пулнине кӑтартса парать. Малашне те проектсем ҫырма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем кӗтме планлатпӑр.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: